Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тивме (тĕпĕ: тив) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мана тивме саккун ҫук.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак алӑ вӗсен хушшине сӗкӗнсе кӗме, ӑна тивме, тен, вӗсен юратӑвне ҫӗмӗрме хӑтланнӑ пек туйӑнчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халь тин ӑнланать ача, ҫут ҫанталӑкра пӗр япалана та тивме юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Эпӗ нимӗнле тигрсенчен те хӑрамастӑп, анчах та уҫӑ варкӑшра мана тӑм тивме пултарать.

— Нет, тигры мне не страшны, но я ужасно боюсь сквозняков.

VIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Эпӗ ун чухне пролетари диктатурин хӗҫӗ айӑпсӑр ҫынна тивме пултарасси ҫинчен ниепле те шухӑшлама пултарайман.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тивме юрамасть! — терӗ вӑл, хаваслӑн ахӑлтатса.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Халӑха та тивме пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халь юнашар мар, пӗр-пӗрне алӑ тӑссан ҫеҫ тивме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Хветле инке, эсӗ каҫ еннелле рамисене каллех тирпейлӗ хупса, ҫиелтен улӑм ашӑкпа вит, сивӗ тивме пултарӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

«Ҫакӑнта ҫуралса ӳссе, ҫакӑнта ӗмӗрӗме ирттертӗм, ҫакӑнтах, тӗп асаттемӗрсен ҫӗрӗ ҫинче, вилетӗп. Нимӗҫ хурахӗсем кунта ҫитиех килес пулсан та, мана, ват ҫынна, нимех те тӑваймӗҫ, Карчӑка тивме аллисем ҫӗкленеймӗҫ вӗсен», — тетчӗ ӳкӗте кӗме пӗлменскер.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӗсен прототипӗсем чӑннипех пурӑннӑ ҫынсем пулса тӑни-тӑманни пирки сӑмах вакламӑпӑр, вӑл — писателӗн ӗҫӗ, вулакансем тивме юраман вӑрттӑнлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ванюкпа кине мана вӗлерсен кӑна тивме пултарӗҫ!

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Воеводӑна тивме юрамасть.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Воеводӑна тивме юрамасть.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑс тиекӗсене, стрелецсене, пупсене тивме юрамасть.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак мана та ярса тытрӗҫ вӗсем ҫул ҫинче, анчах пӗр воевода ҫакна курчӗ те тивме хушмарӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Киремет картине тивме юрамасть пулӗ, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫапӑ пӗлмен пушӑ хӑвна ҫаврӑнса тивме пултарасран та хӑрамастӑн-и?

— А не боишься, что кнут другим концом по тебе же и ударит?

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ятмана тивме кирлӗ мар, председательте вӑлах юлмалла, Кабира хӑйне бригадира е ҫавӑн пек урӑх ӗҫе лартмалла.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пит-куҫӗ путӑклӑ, чечче шатри куҫне те тивме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех