Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тиветчӗ (тĕпĕ: тив) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем ҫине уйӑрнӑ ҫӑвӑр хуртсем ларсан чикмекпе хӑпарса кунтӑк ӑшне пуҫтарма тиветчӗ, е тата чикмексӗрех ҫӑкасем ҫине хӑпарса каяттӑмччӗ.

Куҫарса пулӑш

Миккуль тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 108–109 с.

Вӗсем ытлашши вӑр-вар пулманран кӗтӳри пуҫтах выльӑх таҫта колхоз хирне кӗрсе ан кайтӑр тесе е тата пӗр-пӗр ӑнман ӗне е сурӑхсем таҫта ҫухалса ан юлччӑр тесе яланах манӑн чупса ҫӳресе йӗрке тума тиветчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Вӗсен кӗтӳ черечӗ ҫитсен чылай чухне манӑн кӗтӳ ачи пулса кайма тиветчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Ҫавна май каҫ-каҫ сахалтарах ҫывӑрма тиветчӗ, чылай предметпа лекцисене ҫӳреймерӗм тата — практика занятисене те.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Маларах тухман пулсан, ҫӗр выртма тиветчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Студент вӑхӑтӗнче те пьедесталсем ҫинче ӑна час-часах курма тиветчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм пурнӑҫӗ - спорт // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13452-p ... rn-c-sport

Мӗн калас та, вӑл вӑхӑтра юнашар яла ҫитес тесен уй урлӑ ҫуран утма тиветчӗ — кашни килте машшин пулман-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Историе истори кӗнекинче хӑварасчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6379.html

Ҫилленес-тӑвас пулсан, унӑн кашни сӑмахӗ тимӗр хулӑпа ҫапнӑ пекех пырса тиветчӗ!

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Кун пек окопа тӑваттӑн-пиллӗкӗн ик-виҫшер кун чавма тиветчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Икӗ миллион тонна ҫӗр чавса кӑларма тиветчӗ пире.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫапла чӑрсӑррӑн вылянӑ май унӑн час-часах парӑнма тиветчӗ пулин те, вӑл король гамбичӗпе Маршалл варианчӗ ҫине алӑ сулмастчӗ — ҫав икӗ меслетпех Таранова ҫӗнтерме тапаҫланатчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Шӑнтса панӑ, аван-ха, атту Октябрь праҫникӗнче Ляванттие пылчӑк ӑшӗнче йӑваланма тиветчӗ

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Унччен ҫак страницӑсем уҫӑласса минутшарӑн кӗтме тиветчӗ: мӗн тӑвӑн, корпус калӑпӑшӗ ӳссе пырать…

Куҫарса пулӑш

«Ӗнер тӑтӑш усӑ куракан сӑмахсен пайне ҫӗнетрӗм…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/c/1857965207/448

Мастерсем пире, паллах, кашнинчех пӗр ӗҫ тупса параймастчӗҫ, пирӗн тепӗр чух урӑх ҫынсемпе пӗрлех ӗҫлеме тиветчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Кун йышши вӑрттӑнлӑхсене мана хама та килти «тутӑрлӑ прокурортан» сахал мар «сунтӑха ҫӑрапах питӗрсе илме» тиветчӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ун вырӑнне вара хӗрсен ӗҫлеме тиветчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Юрать-ха, эсир ҫитсе килтӗр, унсӑрӑн ҫут тӗнчепе сывпуллашма тиветчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Миҫе кун ҫӑмартасӑр пурӑнма тиветчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Ҫиме те пӗрре-иккӗрен ытла ҫимен, хӑнӑхман япала часах варвиттине ертетчӗ, вара пӑрҫа ҫинчен манса типӗтнӗ ҫӗмӗртӗн йӳҫӗ шывне ӗҫме тиветчӗ.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

— Эп паян каламан пулсассӑн, сан ыран калама тиветчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех