Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тивертсе (тĕпĕ: тиверт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Космоса пӗрремӗш ҫын вӗҫсе кайнӑ кун Егор Петрович хӑйӗн вырӑнӗ ҫумӗнчех чалӑшшӑн тӑракан туйине ҫурмаран хуҫса кӑмака умнелле пенӗ те чӗлӗм тивертсе янӑ, вара тайкалана-тайкалана урама тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пирус тивертсе ячӗ, пӗр-иккӗ ҫӑтса илсен, каллех сӳнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Хӑй те ӑнланмасӑр, асаплана-асаплана, пӗр пирусне тивертсе янӑ, йӳҫӗ тӗтӗме ҫӑтма тытӑннӑ…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Вӑл пирус тивертсе ячӗ те сулахай аллине ман хулпуҫҫи ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Анукпа Кӗтерук тутисене черкке хӗррине тивертсе пӑхрӗҫ те каялла лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӗре пӗтерес тесе, вут тивертсе хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кам пӗлет… тен, ӑна малтан вӗлернӗ, вара вут тивертсе хӑварнӑ?

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан шӑрпӑк тивертсе кӗтесе ҫутатрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сахал курнӑ-и Лена хӑй те: пускӑча чӗртнӗ чухне чӗн пӑяв вӗҫне ҫыхнӑ патак ӑнсӑртран алӑран вӗҫерӗнсе каять те каялла ҫаврӑннӑ чухне ай-ай мӗнлерех тивертсе хӑварать.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Пирус тивертсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӗсем пирус тивертсе ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вара Орела хулӑпа чаш! тивертсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Акӑ тивертсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Еллиев хӑйӗн «Трактор» альманахра пичетленнӗ статйинче иксӗмӗре те самаях тивертсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Яким Якимч хашш! сывласа илсе пирус тивертсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Павӑл, сӗтел хушшинчен тухса, пирус тивертсе ячӗ, анчах ӑна пӗрре ӗмсе илсенех кӑмака ҫӑварне печӗ те: — Каяс пуль, анне, клуба, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Халь те сигарет тивертсе ячӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Патька-патшана Михельсон ҫарӗ ҫӗмӗрсе тӑкнӑ тенине илтнӗ пулсан та хресченсем вӗсене лашасем тупса пачӗҫ, кайран, ӑсатнӑ май, хӑйсемех улпут ҫуртне вут тивертсе ҫунтарчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫерҫи-салакайӑкӑн «хурах» апачӗ ӳкнӗ ҫӗрте, лӳпем ҫӗр ҫинче, каснӑ туратсен, ытти турат-тӗрет купи выртать, юнашарах такам тивертсе янӑ пӗлтӗрхи ҫулҫӑсен кӑвайчӗ алхасать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Ҫав вутпах Андрейка мӗн пухнине хӑпӑл-хапӑл, хаваспа тивертсе ярать.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех