Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тивертнӗ (тĕпĕ: тиверт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӗкӗлмерен терӗ-и вара? — чӗлӗм тивертнӗ май ыйтрӗ ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малтан карчӑка вӗлернӗ, вара карҫҫын сапса вут тивертнӗ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Энӗшкассинчи юмӑҫа вӗлерсе пӳртне вут тивертнӗ хыпара Праски ҫӑл кутӗнчен тупса килчӗ те алӑк урлӑ каҫнӑ-каҫманах: — Ах турӑ, Петӗр… тем курса ларӑн… Энӗшкассинче ытла та хӑрушӑ ӗҫсем пулса иртни ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Ваҫухха юмӑҫ килӗ ҫунса кайнӑ теҫҫӗ, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна Михха мунчине вут тивертнӗ тесе айӑпланине ху та лайӑх пӗлетӗн.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗншӗн тивертнӗ чӗлӗмӗпех ҫывӑрса ҫунса кайма пултарайман вӑл?»

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паспорта ыйтсан, Михха мунчине вут тивертнӗ тенӗшӗн тытма килнӗ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эсӗ… мунчуна хӑвах вут тивертнӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Персе тивертнӗ арӑслан пек йӑванса кайрӗ те аллисемпе ҫереме тӑрмалама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Темскер, эп те ватӑлап пулмалла, — чӗлӗм тивертнӗ май аяккине хыпашларӗ Яльчиков, — шӑмӑсем сурма пуҫларӗҫ, ӗшентерет.

Куҫарса пулӑш

57 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫак ҫулхи мартӑн 12-мӗшӗнче боевой задание пурнӑҫа кӗртнӗ хыҫҫӑн самолета тӑшман истребителӗ персе тивертнӗ, вара, группӑн ведущийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, самолет сывлӑшрах сиксе ҫурӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Укапи шӗвӗр вӗҫлӗ патак аллине тытрӗ те, вут тивертнӗ юман кӑмпи илсе, мӑкӑртата пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйсен ялӗнчи чиркӗве вут тӗртсе тивертнӗ те вӑрмана тухса тарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун пек чух чухлаттӑмӑр: Катя кӗҫӗр кил-ҫурт таврашӗнчен йӗке хӳресене юнлӑ кӗрешӳре хӳтернӗ (кашкӑрсем ҫеҫ мар, йӗке хӳресем те йышланса кайнӑччӗ вӑрҫӑ ҫулӗсенче), анчах тӑшманӗсем хӑйне те самаях тивертнӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

— Ҫамрӑк ҫыншӑн ку питӗ мухтавлӑ! — ырласа илчӗ Кузнецов пирусне тивертнӗ май.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула чӑмӑрӗпе тивертнӗ тӗлте халӗ те ыратнине юплемесӗр ура ҫине тӑрса силленчӗ те: — Хисеплӗн йышӑннӑшӑн тавтапуҫ! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пирӗнсӗр пуҫнех ӑна, мӗскӗне, хытӑ тивертнӗ, — терӗ пичче.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тивертнӗ пулсан вӗлереттӗн-иҫ?

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Прахук Баратынские вӗлересшӗн пулман, ураран лектерес тесе тӗлленӗ, анчах аллисем чӗтренӗ пирки тӑнлавран тивертнӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тивертнӗ чӗлем ҫуллахи ҫутӑ хурт пек лаша пуҫӗпе юнашар пырать.

Трубка летящим светлячком поплыла рядом с головой лошади.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Тепӗртак ӑшшӑн-ӑшшӑн калаҫса ларсан, вӑл вӑрманта исленсе тӑракан тусне аса илчӗ, урамалла тухакан чӳрече патне пырса, пирус мӑкӑрлантарса ячӗ; ӑна чӗртнӗ чухне тивертнӗ шӑрпӑка кантӑк умӗнче иккӗ-виҫҫӗ суллакаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех