Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тивеймен (тĕпĕ: тив) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Юрать-ха, сана тивеймен.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах вӑл ҫав ҫынсен пичӗсене тӗтре витӗр пӑхнӑ пек кӑна курнӑ, вӗсен сӑмахӗсем ун чӗрине тивеймен.

Но лица этих людей он видел, как сквозь туман, и слова их не задевали его сердца.

XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тивеймен.

Промазал.

Эпос хывӑнни // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 75–96 с.

Шывра пулнӑ — путман, вутра ҫуннӑ — ҫунса кайман, тӑшман вӗлереймен ӑна, пуля та тивеймен, бомба та вӗҫсе иртнӗ, тӗкӗнмен.

В реке тонул — не утонул, в огне горел — не сгорел, враг его не убил, и пуля не взяла, и бомба пролетела, не задела.

6 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Вырӑс галерӗсене тытса чарас тесе, шведсем тупӑсенчен вӗҫӗмрен-вӗҫӗм пеме пуҫланӑ, анчах йӗтресем пӗри те тӗл тивеймен.

Чтобы задержать галеры, шведы открыли частую пальбу из пушек, но ядра до цели не долетали.

Тӑшман таппа лекнӗ // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.

Радуб суранӗ ыратнине туймарӗ, мӗншӗн тесен, хӗҫ ун шӑммине тивеймен.

Радуб, презрев удар, который, впрочем, не тронул кости.

X. Радуб // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Хирӗҫлесе каланӑ сӑмахсем ун ҫумне перӗнеҫҫӗ те, асамлӑ вӑй тытса тӑракан ҫынна пырса тивеймен пекех, калле ыткӑнса каяҫҫӗ, ҫавӑнпа та Широкогоровӑн юлашкинчен унӑн виноградниксене реконструкцилемелли планӗпе паллашмалла пулчӗ.

Возражения отскакивали от него, как от заговоренного, и в конце концов Широкогоров вынужден был ознакомиться с его планом реконструкции виноградников.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Тӑшмансем казаксен генералне тӗллесе пенӗ, анчах та унӑн арӑмӗпе кучерне лектернӗ; генерал кӳмине ун чух темиҫе ҫӗртен ала пек шӑтӑклантарса пӗтернӗ, ҫапах та генерала хӑйне пуля тивеймен.

Стреляли в казачьего генерала, попали в генеральскую жену и кучера, изрешетили во многих местах коляску, но генерал уцелел.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пырса тивеймен!

Не дошла!

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Ачасене тивеймен улмасем стена ҫумне ҫапӑна-ҫапӑна саланчӗҫ, ыттисене, эпӗ ҫав ачасене ҫӗнтерсен, вӗсемпе мирлешсен, пӗрле ҫисе ятӑмӑр…

Но те плоды, которые не попали в мальчишек, разбились о стены, а остальные мы съели, после того как я победил и помирился с врагами…

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех