Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тетрадьре (тĕпĕ: тетрадь) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тетрадьре А.Ф.Егоров ҫакӑн пек ҫырса хунисене тупрӑмӑр: «Трасса чавма пуҫласан пирӗн яла виҫӗ офицер килнӗ-ччӗ. Аслӑ лейтенанчӗ Миша ятлӑ. Вӑл финсемпе ҫапӑҫса «За отвагу» медаль илнӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Алексей Егоров — пилӗк орден кавалерӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... n-kavaler/

Ҫивӗтне хыҫал енне пӗр чӑмӑра ҫавӑрса ҫыхнӑскер, вӑл пуҫне кӑшт чалӑштарнӑ та тетрадьре мӗн ҫырнине васкамасӑр вулать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑна иккӗмӗш хут юратни тахҫанах иртсе кайнӑ ӗнтӗ, анчах Любочка мана Сонечка куҫарса ҫырнӑ сӑвӑсен тетрадьне парсан, виҫҫӗмӗш хут юратма пуҫларӑм, ку тетрадьре Лермонтовӑн «Демонне» хурлӑхлӑ юрату вырӑнӗсенче хӗрлӗ чернилпа туртса тата чечексем хурса хӑварса паллӑ тунӑччӗ.

Вторая любовь моя к ней уже давно прошла, но я влюбился в третий раз вследствие того, что Любочка дала мне тетрадку стишков, переписанных Сонечкой, в которой «Демон» Лермонтова был во многих мрачно-любовных местах подчеркнут красными чернилами и заложен цветочками.

XXXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вальӑна хӗрачасем ҫавӑрса илчӗҫ, кӑвак хуплашкасене тыта-тыта пӑхрӗҫ, тетрадьре миҫе страница пулнине шутласа пӑхрӗҫ.

Подруги окружили Валю, трогали синие обложки, считали листочки:

45 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Ҫак тетрадьре малтанхи пек пурте питӗ чаплах мар, анчах амӑшӗ паян шарламарӗ.

Не все было в этой тетрадке так отлично, как прежде, но мать на этот раз молчала.

XIV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Икӗ уйӑх хушшинче ҫак тетрадьре хӑйсем виличчен тӑван ҫӗршывӗн телейӗшӗн ҫапӑҫнӑ коммунистсен ҫарти паттӑрлӑхӗ ҫинчен тӗрӗс ҫырса пынисем сахал мар пуҫтарӑннӑ ӗнтӗ.

За два месяца в этой тетради собралось немало простых и точных описаний воинской доблести коммунистов, до последнего дыхания сражавшихся с врагом за счастье родной земли.

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

вара унта пулатӑн… тен, кирлӗ пулӑн… эпӗ ҫыртӑм пулсан та… акӑ кунта, тетрадьре, манӑн пӗтӗм пурнӑҫ… эсӗ… кирлӗ пулсан, ҫирӗплетсе парӑн.

да и побудешь там… может, потребуешься… я хоть и написал… вот тут в тетради вся моя жизнь… а ты… если нужно будет, подтвердишь.

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Маша ҫак сенкер тетрадьре ачасен «аттестачӗпе» ӗҫ-кунӗсене кӑна ҫырман.

Но в синюю тетрадь Маша заносила не только ребячьи «аттестаты» и трудодни.

17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех