Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тетрадь сăмах пирĕн базăра пур.
тетрадь (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку тетраде вӑл аван пӗлет: Поронинӑра та, каярахпа Цюрихра та Ленин ҫав тетрадь ҫине Маркспа Энгельс государство пирки каланисенчен чи кирлӗ вырӑнсене ҫыра-ҫыра илетчӗ.

Эта тетрадь была ему знакома: в Поронине и позднее в Цюрихе Ленин вносил в нее все главное, что Маркс и Энгельс высказывали по вопросу о государстве.

7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Миллиард тетраде шутласа кӑларас тесен, аллӑ ачаран тӑракан пӗр класӑн, канмалли кунсӑр-мӗнсӗр, кунне ултшар сехет ӗҫлесе, виҫӗ ҫул ытларах вӑхӑт ирттермелле пулнӑ пулӗччӗ, кашни ачан вара сехетне виҫшер пин тетрадь шутлама тивет.

Чтобы сосчитать миллиард тетрадей, класс школьников в пятьдесят человек должен затратить больше трех лет, работая по 6 часов в день без выходных дней, и при условии, что каждый будет сосчитывать по три тысячи тетрадей в час.

Ҫӗр чӑмӑрӗ мӗн пысӑкӑш? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Ленька кӑранташ илчӗ те тетрадь ҫине хӑйӗн хушаматне ҫырса хучӗ, унтан вара тетраде Митяй еннелле тӗртрӗ.

Ленька взял карандаш, вывел в тетрадке свою фамилию и пододвинул тетрадь Митяю.

XVIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Эпир хулӑн тетрадь илтӗмӗр те ҫав тетрадь ҫине кашни кӗнекене номерлесе ҫырса тухрӑмӑр.

Мы взяли толстую тетрадь и в эту тетрадь записали каждую книгу под номером.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

— Мӗнле эпӗ сана тетраде чернил пӑнчисӗр тавӑрса пама пултарам-ха, тетрадь ҫинче чернил пӑнчи пур пулсан?

— Как же я отдам тебе тетрадь без кляксы, когда уже есть клякса?

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Пӗтерессе вӑл манӑн тетрадь ҫине чернил тумлатса пӑнчӑ лартнипе пӗтерчӗ те тетраде мана каялла тавӑрса пачӗ.

Кончил он тем, что посадил в моей тетради кляксу и отдал тетрадь мне.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

— Эсӗ, ман шухӑшпа, тетрадь хӗрринчи таса вырӑна ытла сарлака тӑватӑн, — терӗм эпӗ ун тетрадьне пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн.

— По-моему, ты оставляешь слишком большие поля, — сказала я однажды Зое, просматривая ее тетрадь.

Ҫӗнӗ шкул // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

«Ку тетраде сыхласа усратӑп. Аслӑ шкула кӗнӗ чухне вӑл сана питех те усӑллӑ пулма пултарать. Чӑнах та, ку вӑл — кӑтартуллӑ тетрадь. Пӗр сӑмахпа каласан, ӑна учебник вырӑнне пичетлесе кӑларни те юрать, — электричество тата ӑшӑ ҫинчен калакан пайсене ҫав тери тӗплӗ те вырӑнлӑ ҫырса пынӑ. Санӑн наукӑллӑ ӗҫ патне туртӑм пурри уҫҫӑнах курӑнать, ку маншӑн питех те кӑмӑллӑ», — тесе ҫырнӑ амӑшӗ.

Она сохранит эту тетрадь. Когда он будет поступать в вуз, тетрадь ему очень пригодится. Действительно, это образцовая тетрадь. Собственно говоря, ее можно было бы издать как учебник, — с такой точностью и чувством меры записано все по разделам электричества и теплоты. У него явная склонность к научной работе, что ей очень приятно.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Вӑл ӗҫлекен ашшӗне курма хӑнӑхнӑ: Никифор Семенович е сӗтел-пукан юсанӑ, е хуҫалӑх енӗпе мӗн те пулин майлаштарнӑ, е кирлисене хулӑн тетрадь ҫине ҫырса вуланӑ, унтан тетрадьне сӗтеле питӗрсе хунӑ.

которого он всегда привык видеть чем-нибудь занятым: он либо ремонтировал мебель, мастерил что-нибудь по хозяйству, либо читал, делая выписки в толстую тетрадь, которую запирал затем в стол.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Мӗн-мӗн ҫинчен ҫеҫ ыйтса тӗпчемест тетрадь: эпӗ ҫутӑ тӗнчере кама пуринчен ытларах юратни, ҫакӑ тетрадӗн хуҫинче, тӳрӗрех каласан — Тятюкра, мана мӗн-мӗн ытларах кӑмӑла кайни, — ку страница вара пӗтӗмӗшпех Тятюка мухтаса пӗтернипе тулса ларнӑ: ӑсӗ, илемӗ, куҫӗ, ҫӳҫӗ, савӑк кӑмӑлӗ, лайӑх характерӗ — пурте пур кунта.

Тетрадка спрашивала и о том, кого я больше всего люблю на свете, и о том, что мне нравится во владельце тетрадки, то есть в Тате, — эта страница целиком была заполнена всякими похвалами Тате: ум, красота, глаза, волосы, веселый нрав, хороший характер.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗр тетрадь ҫырса пӗтертӗм, сентре ҫинче тепӗр тетрадь тупрӑм та ӑна та ҫырса тултартӑм, — пикенсе ҫырса ларнипе ҫӗрпӳрт алӑкӗнчи хушӑксем витӗр курӑнакан ҫанталӑк тӳпи шуралса килнине те сисмерӗм.

Исписал одну тетрадь, нашел наполке другую тетрадь и ее тоже исписал, — усердно записывая, не заметил, как сквозь щель в двери землянки забрезжил рассвет.

Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Иван Петрович вара ҫав каҫхине вырӑн ҫинчен шӑппӑн тӑнӑ та сӗтел ҫине тетрадь кӑларса хунӑ, тем ҫырма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Хӗрача тетрадь пирки учителе каласа памарӗ-и?

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Йӑмра патӗнче тетрадь тытса илнӗшӗн.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пӗркун ун урокӗнче, теплерен-ҫке, тетрадь уҫса пӑхрӑм та, ҫавӑншӑн мана хытах асӑрхаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Ӑна Актай ҫухатса хӑварман-ши, манран тетрадь тытса илнӗ чух?

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Задача шутланӑ тетрадь халех пирӗн ума килсе выртӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хамӑра хушнӑ ӗҫе турӑмӑр темелле — пӗрер хулӑн тетрадь сӑвӑ-юрӑ пухрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Пирӗн тӗллев — халӑх сӑмахлӑхне пӗр хулӑн тетрадь пухасси.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Ман пек тетрадь умӗнчен тӳрех ҫак ӗҫе кӳлӗнни мар.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех