Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

терӗҫ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мишшук кума та илсе кайнӑ терӗҫ вӗт? —

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ывӑлӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри амӑшӗпе калаҫас терӗҫ, вӑл вара вӗсене илтмерӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑна кӗчӗҫ те каялла тухас терӗҫ, анчах та каялла ҫул ҫук иккен.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Икӗ-виҫӗ ҫупкӑмне асаннепеле анне хӑварчӗҫ ҫав хӗллене, кайӑк-кӗшӗксем валли терӗҫ вӗсем иккӗш те.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Ҫамрӑксем пурте ытти хуласене ҫӗклесе унта пурӑнакансене лайӑх пурнӑҫ туса парас терӗҫ пулас.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Автобус мӗн кӗтсе вӑхӑт ытларах та иртет терӗҫ пулӗ ҫав.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫапла калаҫкаласа шӳтлекелесе тӑнӑ хыҫҫӑн ачасем килӗсене саланас терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ыран кайса пӑхӑпӑр терӗҫ те, ҫывӑрма выртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ярмӑркка тӑрӑх кӑштӑ ҫӳрекелерӗҫ те ҫӗнтерӗве уявлама тесе тӗпсӗр ҫӑл куҫӗ патне каяс терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тыт мана, тыт, терӗҫ унӑн шуррӑн-шуррӑн курӑнса вӗлтӗртеттерсе пыракан шурӑ урисем.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ӑнланмалла пултӑр тесе ҫитӗннисем мана ҫак ӳкерчӗкпе юнашар удав кӗлеткисене, «уҫса» е хупӑнчӑклӑн, ӳкерсе хума сӗнчӗҫ; кунсӑр пуҫне географипе, историпе, шут-хисеп ӗҫӗпе, грамматикӑпа ытларах кӑсӑкланни маншӑн усӑллӑ пулӗ терӗҫ.

Взрослые посоветовали мне не рисовать змей ни снаружи, ни изнутри, а побольше интересоваться географией, историей, арифметикой и правописанием.

I // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Негрсем пире ял инҫе мар терӗҫ те, эпир унта ҫутӑлла ҫитес тесе, хӑвӑртрах утма тытӑнтӑмӑр.

Негры рассказали нам, что недалеко деревня, и мы прибавили шагу, чтобы засветло дойти до нее.

Африкӑри саванна тӑрӑх ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

План ҫине пӑхса темскер виҫсе илчӗҫ, шутласа кӑларчӗҫ те — хулана ҫитме тӑватӑ километр пулать, пӗр сехетрен эсир килте пулатӑр, терӗҫ.

Измерили что-то по плану, подсчитали и сказали, что до города четыре километра и через час, примерно, мы будем дома.

Эпир мӗн пирки аташса кайрӑмӑр // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ӑна нимӗн те ан ҫыр, терӗҫ, адресне тата учрежденин ниме пӗлтермен ятне сӑмахпа каларӗҫ кӑна: НИИ-24.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Ну, ответ пар ӗнтӗ, ответ пар!» — терӗҫ Викторӑн чарӑлса кайнӑ, халлӗхе чӑн-чӑн ача куҫӗсем.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӑна типпӗн ответлерӗҫ: халлӗхе нимӗн те паллӑ мар, тата ҫитес ҫывӑх вӑхӑтрах мӗн те пулин паллӑ пуласса та шанма ҫук, терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Редакци секретариатӗнче манӑн унпа калаҫмалла, терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӗнтӗ виҫӗ тӑм пуҫ, ҫакӑнтан иртсе пынӑ май, манран ҫапла ыйтрӗҫ: ыран санӑн пӗтӗм ӗҫе шыва кӗрекенсем тата пляжра волейболла выляма юратакансем таптаса тӑкаҫҫӗ пулсан, эсӗ мӗншӗн чакаланатӑн-ха, терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ыр сунатпӑр сире, — терӗҫ больницӑра ӗҫлекенсем.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Васса упӑшки ытла та кӑмӑллӑ иккен. Ҫав тери лайӑх ҫын», — терӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех