Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

теприсен (тĕпĕ: теп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн те, карчӑкпа иксӗмӗрӗн, пӑртак пуҫтарнӑ укҫа пур, теприсен те пур пуль — кам мӗн чухлӗ пама пултарать…

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пурин те пулӑшма тӗрлӗ сӑлтав пур: пӗрин упӑшкине, теприсен пиччӗшне, ашшӗне, тӑванӗсене мобилизациленӗ, теприсем хӑйсен кӑмӑлӗпе сӳрӗк мар ҫынсем, — тет Наталия Ивановна.

— Мотивация помогать у всех разная: у кого-то мобилизовали мужа, брата, отца, у кого-то родственников, кто-то по своей природе неравнодушный человек, — говорит Наталия Ивановна.

Пӗрле ытларах тума пултаратпӑр // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3475759

Хӑшӗн пуҫӗ ыратма, ҫаврӑнма, кӑмӑл пӑтранма, чӗре тӗлӗнчен чикме, вӑй пӗтме пултарӗ, теприсен ҫывӑрас килнипе, ҫурӑм тата сыпӑсем ыратнипе, юн пусӑмӗ хӑпарнипе аптрӗҫ, нумайӑшӗн шала кайнӑ чирӗсем ҫивӗчленме пултарӗҫ.

Головная боль, головокружение, тошнота, боль в сердце, слабость и сонливость, боль в спине и суставах, повышенное давление, обострение хронических заболеваний.

Ҫӗр ҫине вӑйлӑ магнит тӑвӑлӗ йӑтӑнса аннӑ // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... nn-3434018

Яш-кӗрӗмсемсӗр ӑҫтан вӑйӑ-кулӑ кӗрнеклӗ пултӑр ӗнтӗ: хӑшӗсем вӑрҫӑра пуҫ пӗтнӗ, теприсен ҫухалнӑ, ҫамрӑксем таврӑнайман-ха, ватӑраххисем ҫеҫ килкелеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӗрисем варалама хӑяҫҫӗ, теприсен пуҫтарма тӳр килет.

Куҫарса пулӑш

Кӑкшӑм пӗви тасалчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61086

«Ытларах чухне вес ҫитмест ачасене, хӑшӗ-пӗрисен давлени хӑпаркалать, теприсен чӗрисемпе чирсем пулкалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулас салтаксен сывлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60725

Пурте укҫӑвӗсенчен ҫӗмренӗсене туртса кӑларчӗҫ, уххисене ҫӗклерӗҫ, теприсен хӗҫӗсем ҫапӑҫу пуҫлама хатӗр ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗрисен ыратса килет ҫак чир, теприсен шӑлӗсем ыратмасӑрах пӑсӑлса тӗпренме пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ шӑл — сывӑ организм // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%81%d1%8 ... %b7%d0%bc/

Эсӗ: «Турра чунтан-вартан ӗненекенсен те ҫӗр ҫинчи телейӗ расна: пӗрисен ӑс-тӑнӗ алтӑрпа ӑсмалӑх, теприсен — чей кашӑкӗ ҫинчен ҫулласа илмелӗх е унран та катӑкрах, ҫавна пулах лешсем пурнӑҫа шур ҫӑкӑрпа хура вӑлча ҫисе, тӳрӗ пилӗккӗн пурӑнса ирттереҫҫӗ, кусем вара хура ӗҫре вӗри тар тӑкса тупнӑ хура ҫӑкӑрпа тӑварсӑр пуҫне нимех те ас тивсе кураймаҫҫӗ; пӗрисем юман пек ҫирӗп, кӗрнеклӗ, вӑйлӑ, теприсем йыт ҫӗмӗрчӗ пек имшер, ҫемҫешке, халсӑр, чирлӗ; пӗрисем хӑтлӑ сӑн-питлӗ, теприсем — чӑлах, илемсӗр, асси; пӗрисем хӗрӳ, таса юратуллӑ, ача-пӑчаллӑ, теприсем — юратусӑр типнӗ хӑрӑк турат… Апла пулсан, пӗрисемшӗн ҫӑтмах ҫӗр ҫинче те, леш тӗнчере те, теприсемшӗн — леш тӗнчере ҫеҫ. Ку питӗ пысӑк танмарлӑх вӗт-ха», — терӗн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тата Турра чунтан-вартан ӗненекенсен те ҫӗр ҫинчи телейӗ расна: пӗрисен ӑс-тӑнӗ алтӑрпа ӑсмалӑх, теприсен — пӗчӗк кашӑк ҫинчен ҫулласа илмелӗх е унран та катӑкрах, ҫавна пулах лешсем пурнӑҫа шур ҫӑкӑрпа хура вӑлча ҫисе, тӳрӗ пилӗккӗн пурӑнса ирттереҫҫӗ, кусем вара хура ӗҫре вӗри тар тӑкса е ура айӗнчи ҫӳп-ҫапла таптанса тупнӑ паян пурӑнмалӑх хура ҫӑкӑрпа тӑварсӑр пуҫне нимех те ас тивсе кураймаҫҫӗ; пӗрисем юман пек ҫирӗп, капмар, тапса тӑракан вӑй-халлӑ, теприсем йыт ҫӗмӗрчӗ пек имшер, ҫемҫешке, халсӑр; пӗрисем чун кӗлекен хӑтлӑ сӑн-питлӗ, теприсем — илемсӗр, асси, чӑлах; пӗрисем хӗрӳ, таса юратуллӑ, ача-пӑчаллӑ, теприсем вараланчӑк юратуллӑ е пачах юратусӑр типнӗ хӑрӑк турат…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑшпӗрисен кӗрхисем, теприсен ҫурхи культурӑсем лайӑх вӑй илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуйра савӑнма сӑлтав пур // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10856-ak ... s-ltav-pur

Хӑшӗсен ҫӑпата кантӑри, теприсен чӗркуҫҫи таран сарӑлнӑ ҫурхи шыв урлах шапӑртатса каҫма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗрисен аллинче патак пулнӑ, теприсен —пӑшал, хӗҫ, сӑнӑ, нухайкка.

У одних на вооружении были палки, у других — ружья, сабли, нагайки, копья…

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Теприсен телей ытларах-ши е вӗсен турри ҫывӑхра-ши — тырри те чиперех ҫитӗнет, ӗне ырри те вӗсем ҫулсеренех туса ирттереҫҫӗ.

У других счастье или бог их рядом — хлеб тоже вырастет хорошо, коровье снадобье они ежегодно производят.

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӗҫре улшӑнусем пулӗҫ: пӗрисене ӑнӗ, теприсен вара урӑх ӗҫ шырама тивӗ.

На работе возможны перемены. Причем кому-то повезет, а кому-то придется уволиться.

52-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Теприсен услама укҫа хывмалла.

Чей-то бизнес потребует материальных вложений.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тепле вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тапрансан та, вӗсем хӑрамаҫҫӗ: пӗрисен йӑвисем кирпӗч хӳме хӳттинче, теприсен — тӗреклӗ те лапсака йӑмра турачӗсем хушшинче (тур пӗлет тепле ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ).

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗрисен — хӑйсен склепӗсем пур, теприсен — мрамор палӑксем.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Теприсен харсӑрланасси те, шӳт тӑвасси те — ҫыпӑҫуллах тухаймасть.

Иной и бахвалился и шутил нескладно.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӗсем мӗн май килнӗ — ҫавна тӑхӑннӑ: хӑшӗ пиншакпа, хӑшӗ пальтопа, хӑшӗ шинельпе; вӗсем пиҫҫиххийӗсем ҫинче тӗрлӗ йышши хӗҫсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ: пӗрисен вӗҫӗсем пӗкӗ пек авӑнчӑк, теприсен — тӳп-тӳрӗ, виҫҫӗмӗшӗсен — хӑйсем килте тунӑскерсем, йӗннисем те ҫук.

Они были одеты кто как: в пиджак, в пальто, в шинелях; сбоку на поясах висели разные шашки: у одних — загнутые на конце, точно колесо, у других — прямые, у третьих — самодельные, без ножен.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех