Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗскер (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуян хуҫа пулас тенӗскер, тӑван йӑмӑкне вӗлернӗскер, Ҫимуна курайманскер, халӗ унранах ҫӑлӑнӑҫ кӗтет.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ирпе ирех Ҫӗпритуна хӑй ҫулӗпе кӑларса ярас тенӗскер, татах чарӑнса тӑчӗ Кулюкка: «Чим-ха. Пуйтарса хӑваратӑп терӗ вӗт. Ҫынна хӑвалама яланах пулӗ. Малтан сӑнаса пӑхас мар-ши? Мӗне кирлӗ-ха ӑна кӗреҫе? Пытарнӑ мулӗ ҫук-ши вӗсен ялта? Вӑрӑм Палюкӑн ылтӑнӗ нумай, тетчӗҫ. Чӑнах та… Ҫӗпритун ылтӑнне тупас пулсан, мӗнле майпа хам алла ҫавӑрса илес-ха ӑна? Мулӗ ӑҫтине ҫеҫ пӗлесчӗ, хӑйне мӗн тумаллине пӗлӗттӗм… Ҫапкаланчӑка шыракан-тӑвакан пулас ҫук» — ҫитмӗл ҫичӗ шухӑш, хура курак кӗтӗвӗ пек, ҫаврӑнса явӑнчӗ Кулюкка пуҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Хыпарсӑр ҫухалнӑ тенӗскер тупӑннӑ, — сӑмах хушрӗ Урине аппа.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Ҫӗр тӗмески тенӗскер, халь тин асамат кӗперӗ тӗслӗ йывӑҫ пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Каясах тенӗскер каях.

Решил уйти — так уходи.

IX // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Пӗри, Яка Микула тенӗскер, тӑватӑ пӳлӗмлине туянма та ӑс ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Хулигансенчен пӗри варӑ, чӑн асли, Бычков тенӗскер, нумаях та пулмасть колонире ларса килнӗскер, ҫӗҫҫине туртса кӑларнӑ та ҫав ҫынна малтан тутинчен чикнӗ, унтан чӗринченех лектернӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Шарпаша пӑртак ҫывӑхрах ӗнтӗ, апла пулин те Герасим Федотович ҫула май Сурпайри мӑнакка патне кӗрӗп, унта пӗр ҫӗр каҫӑп тенӗскер Шупашкара Ямаш урлӑ кайма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кирик сӑмахне вӑл хӑлхана та чикмерӗ: «Автанкассинчи сысна ферминех каятӑр!» — тенӗскер Герасим Федотовича асӑрхасан сӑнран тӗксӗмленсе машинӑпа трактор паркне кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Кӗтсе ывӑннӑ пулсан ларса кантӑр, — тенӗскер, хура мӑйӑх вӗҫне чӗпӗте-чӗпӗте трактор тавра ҫаврӑнкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл: «Эсир отпуска килтӗр пулӗ-ха. Вӑхӑтлӑх пурӑнма тайга варринчи шурлӑх та илӗртӳллӗ пулма пултарать», — тенӗскер, ура ҫине тӑчӗ те, ҫаврака чӗркуҫҫине йӑлкӑштарса, кухньӑналла чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ара, кукашшӗнчен пӗр шит уйрӑлмасӑр чупса ҫӳренӗ Хӗветӗр, кашни сӑмахрах кукаҫи те кукаҫи тенӗскер; халӗ ак унран ыйтмасӑр, унпа канашламасӑр авланасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Тӗттӗмленсе ҫитсен, Лавр тӳсеймерӗ, тек нихҫан та унталла ура ярса пусмӑп тенӗскер, вокзал патӗнчи урамалла уттарчӗ…

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ку этем, Шӑнкӑрч тенӗскер, вӗҫӗмсӗрех Кульккаран та лайӑх пурӑнатӑп тесе систеркелерӗ; унӑн ҫурчӗ те ҫакнашкалах-мӗн, анчах ӑшне кӗрсе курсан такам та тӗлӗнмелле.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Ҫав самантрах уретник, Огуречников тенӗскер, чӑмӑрӗпе сӗтеле чышрӗ те кӑшкӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапах та палламан ҫын, хӑйне Мухамедьяр тенӗскер, хуралҫӑна тарӑхтармаллах темиҫе ҫӗрте чарӑна-чарӑна тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ытла та хӑрушӑ, Ытла та тискер Ҫав сив хура юнлӑ Фашист тенӗскер!

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Вӑл ултавран пирӗн фельдфебель тенӗскер те айккинче юлмастчӗ пулмалла, алли пӳрнисенче ылтӑн ҫӗрӗсем йӑлтӑртататчӗҫ.

Конечно, в стороне не оставался и фельдфебель: неспроста на пальцах у него поблескивали золотые кольца.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эрне, этемми ку, Микулай тенӗскер, Михапара килӗшсех пӗтмест.

Ну не совсем нравится ему Мигулай,

Ҫухалнӑ ҫынна тупни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтул кимӗ ҫинчен кӑштӑртатса анчӗ те, типӗ ҫӗре пусап тенӗскер, шыва кӗрсе тӑчӗ.

С трудом поднявшись, Яндул ступил на дно лодки, но тут его нога ухнула в воду —

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех