Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенкине (тĕпĕ: тенкӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ан тив, аллӑ тенкине кӗркунне каялла пама та пӗр эрнешӗн малалла илнине ӗҫлесе татма тивтӗр.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хамран ӗҫлесе илнӗ аллӑ тенкине тепӗр хут тӳлӗп.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ те ҫавнах калатӑп! — пин тенкине ҫухатма пултарасса ӑнланнипе мӑн хырӑмлӑ хуҫа цирк хуҫи патне кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав укҫаран пилӗк тенкине юлташӗсене ӗҫме парӗ, ыттине ыранах киле ярӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унран юлнӑ укҫинчен сакӑр тенкине ача ятне хунишӗн тиечука тӳлеме тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аллӑ-утмӑл тенкине хӗрхенсе тӑрать вӗт, ват супнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Шупашкар администрацийӗнче ӗҫлекен ҫын, ертӳҫӗ, ултавҫӑсен серепине лексе пухса пынӑ 1,4 миллион тенкине куҫарса панӑ.

Чиновница, руководитель, работающая в Чебоксарской администрации, перечислила накопленные свои сбережения на 1,4 миллиона мошенникам.

Шупашкар администрацийӗнче ӗҫлекен хӗрарӑм ултавҫа 1,4 млн куҫарса панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36046.html

Ӑна вӗсем 900 пин тенкине «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма 3 сехет ӳкӗтленӗ.

Они в течение 3 часов уговаривали ее перевести 900 тысяч рублей на «безопасный счет».

Ултавҫӑсем 3 сехет ӳкӗтлесен те 900 пин тенкине куҫарман // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35834.html

Вӑтам вӗрентӳ заведенисене ҫӗнетес тата пурлӑхпа тивӗҫтерес ӗҫе пурнӑҫлама 4,3 млрд тенкӗ уйӑрнӑ, вӗсенчен ытларах пайне – 3,6 млрд тенкине –федераллӑ бюджетран.

Куҫарса пулӑш

Сентябрь уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Пушкӑртстан шкулӗсенче мӗн улшӑнӗ? // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/v-ren/2023-0 ... -n-3389073

Хӗр палламан ҫын каланине пурнӑҫласа пынӑ та 25 пин тенкине ҫухатнӑ.

Девушка выполнила указанные незнакомцем действия и лишилась 25 тысяч рублей.

Банк ӗҫченӗ ултавҫа ӗненнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35661.html

Кинемей вӗсене ӗненнӗ, килӗнчи 400 пин тенкине илсе тухса ҫав хӗрарӑмсене панӑ.

Старушка поверила им и вынесла из дома 400 тысяч рублей, которые и отдала этим женщинам.

Кинемей урине сиплеме 400 пин тыттарса янӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35243.html

Республика хыснинчен каякан укҫаран 37 миллион ытла тенкине кӑҫал ӗҫе кӗртмелле, ҫитес ҫул вара 275 миллион тенкине расхутламалла.

Куҫарса пулӑш

Коммуналлӑ тытӑм ҫӗнелмелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=bqbwSoVudVA

1800 тенкине каялла тавӑрса параҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кластер тӑвасшӑн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60719

Ула Тимӗр вак таварсем сутакан киоскра 5 тенкине пӗррелӗх хут укҫасемпе вакларӗ те 3 тенкине Кӗҫтука пачӗ (паллах, кивҫенле).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр пур-ҫук укҫапа — паянхи пӗртен-пӗр пурнӑҫ ҫӑлкуҫӗпе — ҫыхӑннӑ кӗтмен-туман япала сиксе тухнипе ҫухалсах кайрӗ, пӗр авӑк чӗлхесӗрленнӗ пек чӗмсӗр тӑчӗ, вара, ним тума пӗлмесӗр, курткин малти кӗсйинчен ытти укҫинчен ҫырткаламаллисем туянма уйӑрса чикнӗ 1 тенкине васкамасӑр, хӑйне хисте-хисте, питнекуҫне хаяр чӗпӗтекен пӑрӑҫ чӑмланӑ пек йӳҫӗхтерсе-пӗркелентерсе кӑларчӗ те хӗрарӑмӑн ал лаппи ҫине, ҫӳҫ пӗрчи ҫине, йӑпӑшт хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

2014 ҫулта харпӑрлӑхӑн тӗрлӗ формиллӗ организацисем /мӗнпур организаци, статистика меслетлӗхӗ тӳрремӗн ирттерекен сӑнавсене лекмен инвестици шутлавӗсемпе пӗрле/ инвестицисен 56,4 млрд тенкине е 2013 ҫулхи шайӑн 89,5 процентне тӗп капитала хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

2020 ҫултан пуҫласа 2022 ҫулхи тапхӑрта отрасле 80 миллиарда яхӑн укҫа-тенкӗ янӑ, вӗсенчен 11 миллиарда яхӑн тенкине - «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗн мероприятийӗсем валли.

С 2020 по 2022 год в отрасль направлено почти 80 млрд рублей, в том числе около 11 млрд рублей – на мероприятия национального проекта «Здравоохранение».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Район депутачӗн фондӗнчи 50000 тенкине Ҫӗньялти «Хавал» паркӑн картине тытнӑ ҫӗре усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Вӑтӑр тенкине вара хам алӑпах кӑларса патӑм.

Куҫарса пулӑш

Чап // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 66–69 с.

— Виҫӗ тенкине хам парӑп, акӑ тытӑр.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех