Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенкех (тĕпĕ: тенкӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ унтан нумаях кӗтменччӗ, анчах мана капитан вунӑ тенкех тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӗсем пырса ҫитнӗ ҫӗре барон самаях сыпса лартнипе ӑна именине ҫӗр ҫирӗм пилӗк пин тенкех сутма килӗштерттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗр тенкех патӑм.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ах, 100 тенкех тухмар-и ӗнтӗ халь банкӑра! — кӑшкӑрсах янӑ арӑмӗ пуклак пӑшатанпа аяккинчен тӗртнӗ пек.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ-пуҫлӑ-тӑнлӑ ҫын… // Н. Маяк. «Капкӑн», 1933, 1№, 13 с.

— «Мӑтри, кун ҫинчен эс никама та ан шарла, унсӑрӑн тепрехинче ҫӗр тенкех штрафлама тивет», — терӗ те тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Сирӗн хӗрӗр 500 тенкех тӑрат-ши вара?

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ӗҫсӗр аптӑранӑ ҫыннӑн пуҫӗшӗн… секретнӑй укҫаран… пӗр ҫитмӗл е ҫӗр тенкех те пама пулма юрать.

Можно будет обещать за голову бездельника… рублей семьдесят или даже сто… из секретной суммы…

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех