Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенишӗн (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Эпӗ хӗре Хусана мединститута вӗрентме кӗртес тесе илсе кайрӑм!» — шавларӗ вӑл хӑйне ӗҫре пулман тенишӗн.

Куҫарса пулӑш

Суя пурнӑҫ — ҫур кунлӑх // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 62–66 с.

Чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсен тумӗ тӑхӑннӑ ҫын Микула ҫине ӑшшӑн пӑхрӗ те: — Эсир те, ҫамрӑк ҫын, уссӑрах чӗрре кӗме хӑтланатӑр! Ухмахпа ҫапӑҫмаҫҫӗ. Ухмахран кулаҫҫӗ кӑна. Тата чӑваш тенишӗн те хурланма кирлӗ мар. Национальноҫӗнчен вӑтанакан хӑйне ҫын тесе шутламасть. Эсир ҫын вӗт! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Культура ҫурчӗсен строительствин пилӗк ҫуллӑхӗ пырать» тенишӗн те хӗпӗртетӗп.

Куҫарса пулӑш

Элӗк район ҫыннисем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/elek-rajolaxen-cy ... lacce.html

Шиклӗхӗ — станицӑра ырӑ мар сас-хура ҫӳренине илтнӗччӗ — манӑн аттене хирӗҫ темле вӑрттӑн каварлашу пырать тенишӗн, савӑнӑҫӗ вара — эпӗ трактор ҫине шаннӑран: вӑл аттене пур инкек-синкеке те ҫӗнтерме пулӑшма кирлӗ.

Страшно потому, что я слышал недобрые разговоры в станице: что-то замышлялось против моего отца; радостно потому, что я верил — трактор поможет отцу одолеть все беды.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ваҫҫук пиччепе Верук аппана, аттепе аннене, часах ашшӗ-амӑш пулса тӑмалли Эрҫюк шӑллӑмпа Кулине йӑмӑка йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр ачаллӑ пулас тенишӗн чун-чӗререн саламлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Куратӑп, эпӗ вырсарникун сӗрме купӑс калас тенишӗн кӑмӑлсӑрланатӑн ӗнтӗ эсӗ, — терӗ вӑл.

— Я вижу, что ты недоволен тем, что я хочу играть в воскресенье, — сказала она.

XXII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Петька аран-аран вӗренкелет, иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ улттӑмӗш класра ларать, хӑйне «иртнӗ ӗмӗртенпех юлса пыраканни» тенишӗн те кӳренсех каймасть.

Учился Петька кое-как, второй год сидел в шестом классе и не очень обижался, когда его звали «неуспевающим с прошлого века».

5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех