Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Паҫӑрах каламаллаччӗ сирӗн, — хушса хучӗ европеец, — эсир халь хӑвӑр ӑнлантарса парас тенинчен ытларах та ӑнлантарса патӑр.— Давно бы вы сказали, — прибавил европеец, — вы больше объяснили, нежели хотели.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Хӑй умӗнче юратнӑ командирӗн ҫураҫнӑ хӗрӗ тӑнине пӗлсен, вӑл унӑн хуйхине пусармашкӑн: Брянскин роти пур, вӑл пурӑнать, — тенинчен витӗмлӗрех сӑмахсем тупаймарӗ.
IV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӗсем хӑйсен арӑмӗсене те хресчен тенинчен пӑрӑнмасӑр чи лайӑх хӗрсене суйласа илччӗр тесе, ҫӗре хӑрах алӑпа ҫеҫ мар, ик алӑпах вӗҫермесӗр тытса тӑччӑр тесе, ӗҫетӗп.
XXV сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Шӑши хӑйне ырӑлӑх тӑвӑп тенинчен арӑслан кулса илет те ӑна ярать.Лев засмеялся, что мышь обещает ему добро сделать, и пустил её.
Арӑсланпа шӑши // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫав кашкӑр хӑй шӑтӑкӗнче час-часах пулман, — Мигуэль Диазӑн хакалине шӑтӑк тенинчен ытла ят пама та ҫук пулӗ.
XXIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Халлӗхе ку вӑл хӑй мӗн тӑвас тенинчен пӗтӗмпех туни пулчӗ.
Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.
«Лайӑх пони» ҫинчен калани те ача кӑмӑлне Гаррис мистер чуптӑвас тенинчен ытла ҫемҫетеймерӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ашшӗ хӑйсен пӳртне ала пек тенинчен Саша тӗлӗнмеллипех тӗлӗнет.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ильяс укҫа пур тенинчен ашшӗ татах кулкаларӗ.
IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ристанпа таркӑн тени хурах тенинчен те хӑрушӑрах пек илтӗнетчӗ ӑна.
II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫак таса бланксем хисеплӗ вырӑнта шутланса тӑракан фирма хӑй тӑвас тенинчен, тен, ытларах кӑтартса пама пултараҫҫӗ.Незаполненные бланки говорили гораздо больше, чем это, наверно, хотелось высокой фирме.
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Ӑна, хӗрарӑма тата амӑшне, ывӑлӗн ӳт-пӗвӗ чун тенинчен ҫапах та яланах хаклӑрах пулнӑ, ҫавӑнпа та ҫав судьясен сӳннӗ куҫӗсем ывӑлӗн сӑн-пичӗ тӑрӑх шуса ҫӳренине, ҫав куҫсем унӑн кӑкрине, хулпуҫҫине, аллисене хыпашланине курма, вӗсем халь сасартӑк хыпса ҫунса хӑйсен ҫурри вилнӗ, хытса ларнӑ юн тымарӗсенчи, кивелсе ҫитнӗ ҫан-ҫурӑмӗсенчи юна ӑшӑтмалли май шыранӑ пек унӑн вӗри ӳчӗ ҫумне сӗртӗннине курма хӑрушла пулчӗ; халь ҫав ҫынсем ӑна суд туса хӑйсенчен хӑйсемех туртса илмелле пулса тухнӑ ҫамрӑк пурнӑҫ ҫине ҫӑткӑнланса, хапсӑнса пӑхнипе кӑштах чӗрӗлнӗ пек курӑнчӗҫ.
XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Андрей амӑшӗ паллакан ҫынсене унӑн пӗчӗк ывӑлӗ чи пирвай ҫыхӑнтарса каланӑ пуплев икӗ сӑмахран: «Эпӗ хам», — тенинчен тӑнӑ тесе каласа пама юратнӑ.
3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ку хула ҫине сӗкӗнес тенинчен ӑслӑрах.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
— Ҫав субъект хальхи вӑхӑтра Украина Директорийӗ текеннийӗнче пуҫ пулса тӑрать тенинчен ытла урӑх нимӗнех те пӗлместӗп, — ответлерӗ Эдвард.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Выльӑх ӗрчетекенсене кунта «скваттерам» — «кукленсе лараканнисем» теҫҫӗ, вӑл англилле глаголран fa sduaf кукленсе ларас тенинчен пулса тӑнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Мана лайӑх пулни тата ҫак карчӑк манӑн куккана ырӑ кӑмӑллӑ та таса чунлӑ ҫын тенинчен те килчӗ.И еще хорошо мне было оттого, что старуха назвала дядю и добрым и благородным.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Эпӗ ӑнланмарӑм: мӗнле-ха ҫак курнӑҫу ҫапла хӑвӑрт, ҫапла ухмахла вӗҫленме пултарчӗ — хам мӗн калас тенинчен, мӗн калама тивӗҫлинчен ҫӗрмӗш пайне те калаймарӑм-ҫке, вӑл мӗнпе вӗҫленме пултарасса хам та ӑнкараймарӑм.
XVI // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Хам ҫинчен ҫапла аса илетӗп ӗнтӗ эпӗ, хамӑн айӑпсӑрлӑхӑм тенинчен вара юлташсем кулатчӗҫ.О себе, над которым товарищи смеялись за мою так называемую невинность, я так вспоминаю.
V // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Юрий тенинчен чылай авантарах…
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.