Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темӗн (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Темӗн

— Незнай…

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӗлӗнсе пӑхкаласа пыракан Ивук темӗн калама хӑтланчӗ те — нимӗн те чӗнмерӗ.

Пораженный услышанным Ивук хотел что-то сказать, но так и остался с раскрытым ртом.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван хутаҫҫине тӳрлетсе ҫакать, темӗн ыйтма шухӑшласа Ивук ҫине пӑхать.

А Ухтиван поправил на плечах котомку и вопросительно взглянул на друга: мол, передохнем в таком случае?

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Паҫӑр эп сана курсан савӑннипе темӗн тума та хатӗрччӗ.

Я ведь давеча, как тебя увидел, готов был кувыркаться от радости…

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӑна шыранӑ темӗн чухлӗ — Ҫук, тупайман.

Куҫарса пулӑш

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пӗлсем, ыран юлсан эп ятсӑр, — Пулам эп темӗн пек пуян, — Юмартлӑн чӗнмӗҫ…

Куҫарса пулӑш

XVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сӑну сан урӑх — Йӑлтах эс кайнӑ улшӑнса: Сан пит-куҫу пир пек шап-шурӑ, Чӗтретӗн, кайнӑ пек шӑнса, Ӑшра ман темӗн хӗсӗнет, Чун хӑпӑнать пек сийӗн-сийӗн…

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл ҫине-ҫине: — Чӗнтӗрлӗ те кӗпер юман юпа, авӑнмасть, авӑнмасть, тееҫҫӗ, темӗн чул авӑнсан та каҫатпӑр, — тесе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ыраш тӑкӑнакан пула пуҫланӑ ӗнтӗ, тепӗр виҫӗ кун уйра лартсан, вӑл темӗн чухлӗ сапӑнса юласси паллах.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Темӗн те курма тивнӗ Маринене хӗрӗх пилӗк ҫул хушшинче ырри те, усалли те нумай пулнӑ пулӗ, пӗр аса илме тытӑнсан, вӗҫне те тухаймастӑн вара.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Темӗн те тӑвасшӑн эпир.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Екки кайнӑ хушӑра хӑй тӗллӗн тӗшмӗртсе ларать-ларать те вара, малтан чипер кӑмӑла кайнӑ ӗҫех тиркесе тӑкать е, пачах урӑхла, ӗнер юратман япаларах паян темӗн чухлӗ лайӑх енӗсем тупать.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем пӗр-пӗрин патне темӗн чухлӗ чупса халтан кайнӑ ҫынсем пек пырса тӑрӑнчӗҫ, аллисене хулпуҫҫисем ҫине хурса хӗрарӑмла сассӑр макӑрса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тата энерги ҫутнӑ ҫӗре ҫеҫ каймасть, сире вӑл хуҫалӑхра темӗн чухлӗ усӑ кӳрет.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Приказ вуланӑ чухне клуба халӑх темӗн чухлӗ пуҫтарӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Темӗн, сан ӗҫӳ мар пулмалла, ӑна пӗр-пӗр агрономах туса хатӗрленӗ курӑнать, — тет лешӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Темӗн чухлӗ шухӑшласан та, Ятман ку шухӑш вӗҫне тухаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Темӗн чухлӗ персе ҫӗмӗретпӗр — татах пӗр кӗтӳ килет.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тек вара, темӗн чухлӗ сӑнасан та, курӑнни-туни пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑшӗнче темӗн чухлӗ шухӑшларӗ пулин те, вӑл ывӑлӗ ҫӗрле киле таврӑнсан унпа калаҫнӑ хушӑра хӑйӗн ҫиллине пӗрре те палӑртмарӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех