Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темшӗн сăмах пирĕн базăра пур.
темшӗн (тĕпĕ: темшӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑмӑллӑскерсем, ҫак самантра темшӗн тилмӗрсе, пулӑшу ыйтса, юрату кӗтсе, темшӗн кӑштах хӑраса пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Темшӗн яланах алӑран тытатчӗ тата темшӗн яланах куҫран пӑхса калаҫатчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Нинӑн сӑн-питӗнче темшӗн пӑшӑрханни, темшӗн хумханни курӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Темшӗн юратмарӗ, темшӗн ҫилле хыврӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Темшӗн те, темшӗн те!

И дерут с тебя все:

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах манӑн темшӗн — мӗншӗнне ун чухне те пӗлмен, халӗ те ӑнкарса илейместӗп — темшӗн ман Маринка тӗллӗн ку ӗнтӗ шӑпах ҫакӑ, пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрӗпе те пӗртен-пӗрскер, урӑх никам та ҫук, пулмӗ, кирлӗ те мар темелле шанӑҫӑм пулман.

Но у меня почему-то — почему, я и тогда не знал и по сей день не знаю, — у меня не было уверенности, что она именно та, единственная на всей земле, и никакой другой нет и быть не может, вот этой уверенности у меня не было.

5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Анчах ҫаплах темшӗн тӑвӑнатӑп ав, темшӗн ӑшӑм тулхӑрса ҫӗтӗлет.

Пытался уяснить, откуда это захватившее меня глухое непонятное раздражение.

4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Анчах темшӗн халь Серёжа велосипедшӑн унчченхи пекех каҫса кайса, антӑхса савӑнмасть; пӗрремӗш сехетсенче вӑл ытла та телейлӗччӗ — халь темшӗн ун пекех мар…

Но почему-то уже не было у Сережи того счастья обладанья, того восторга взахлеб, как в первые блаженные часы…

Велосипед туянаҫҫӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Тӗк тӑнӑ ҫӗртен темшӗн тата хӑйӗнчен инҫех мар ларакан ват ҫынна та эрех ӗҫтерсе хӑварчӗ, темшӗн сӑрине те сыпрӗ, тӑкакӗ пӗтӗмпех хӑйне лекрӗ, килӗнче пулнӑ пулсан, вӑл шывпа та канӑҫӗччӗ.

Мало того, ни с того ни с сего принялся угощать вином постороннего старика, сам пива выпил, знать бы, что все это будет из его кармана, он бы и водичкой удоволился!

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Анчах шухӑшсем темшӗн саланса кайрӗҫ, темшӗн йӗркене кӗмеҫҫӗ, темскер пӑшӑрхантарать ӑна.

Но мысли как-то разбегались, что-то не додумывалось до конца, беспокоило.

12 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Темшӗн сивӗ-ха пӑртакҫӑ, Темшӗн кӑшт хӑруш тата…

Только холодно немного, И немного страшно мне…

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫак темшӗн аса килсе кӗнӗ сӑмахсене вӑл темиҫе хут ӑшра каларӗ, унӑн яп-яка хырса тасатнӑ питӗнче кулӑ сӳнме пӗлмест; ыйӑхран вӑрансан ху кӗҫех атте пуласси ҫинчен шухӑшлама епле лайӑх-ха, шутларӗ вӑл, вара ӑна йӗри-тавра кам пур — пурте ун ҫине пӑхнӑ пек, пурин пичӗсем те хӑйӗн пекех телейлӗ кулӑпа ҫуталса тӑнӑ пек туйӑнать; хӗвел пайӑркисем чӳрече кантӑккисем ҫинче нихҫан та паянхи пек йӑлтӑртатса ҫуталман; тап-таса та кӑн-кӑвак тӳпенелле кармашса ларакан йывӑҫсем темшӗн ӗнерхинчен ҫӳллӗрех та лапсӑрккарах пулнӑ; такам ҫӑра пылпа сапнӑ пек ҫутӑ-сарӑ тӗслӗ пиҫсе ҫитнӗ абрикоссем шутсӑр нумай ҫакӑнса тӑракан турат хӳме урлӑ усӑнса аннӑ, анчах Сергее ҫав турат хӑйне евӗрлӗ кулса ӑна пуҫ тайнӑн туйӑнать; турат ҫинче абрикосран та пысӑк мар ылтӑн мӑйлӑ кайӑк ларать.

Он мысленно повторял эти пришедшие на ум слова, и улыбка не сходила с его свежего, чисто выбритого лица; как же хорошо, — рассуждал он, — проснуться и думать, что скоро станешь отцом; ему казалось, что солнечные блики еще никогда так не вспыхивали на стеклах окон, как сегодня; деревья на фоне чистого синего неба были и выше и пышнее, нежели вчера; к забору клонилась ветка, вся усыпанная созревшими абрикосами, янтарно-желтая, точно облитая густым пчелиным медом, а Сергею думалось, что она кланяется ему с какой-то своей доброй улыбкой; на ветке примостилась птичка величиной с абрикосину, с золотистой шейкой.

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Унӑн темшӗн шурӑ юбкине тата батистран ҫӗленӗ кӗске ҫанӑллӑ кофточкине илес килчӗ, — станицӑра ҫак мӑшӑра темшӗн мухтаҫҫӗ: шурӑ тӗс (кӑна Ирина хӑй те аван пӗлет) ӑна питех те килӗшет.

Ей захотелось взять с собой белую юбку и батистовую с короткими рукавами кофточку — в станице эту парочку все хвалили: белый цвет (это Ирина и сама хорошо знала) ей был к лицу.

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫапах та ҫак ҫуркунне пуҫламӗшӗн пушӑ тӗнчинче, кунпа ҫӗр танлашнӑ вӑхӑтра, Петян пӗчӗк чӗри темшӗн ыратать, темшӗн хурланать.

А между тем Петино детское сердце ныло и тосковало в этом пустом, сером мире весеннего равноденствия.

XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Эсир ман ҫине темшӗн тӗлӗнсе пӑхатӑр, Петр Петрович…

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Темшӗн шикленетӗп унран.

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Унӑн хӑмӑр куҫӗсенче темшӗн вӑтанни, именни палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Эпӗ, тен, кулӑшла калаҫатӑп, анчах эсир темшӗн кулмастӑр…

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Светлана кӑкӑртан та, пуҫран та аманнӑ, анчах суранӗсенчен темшӗн юн юхман…

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Темшӗн шикленетӗп.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех