Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

теместӗн (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ калас теместӗн пулсан, хам калӑп.

— Не хочешь отвечать — я скажу.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Миккуль, эсӗ мӗншӗн мана ҫӑлтӑр татса парам-и теместӗн?

Николай, почему ты мне не предлагаешь достать звездочку.

Иккӗмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

— Пытарас теместӗн пулӗ те? — ыйтрӗ Прохор.

— Думаешь похоронять его? — спросил Прохор.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Атту пӗрехмай ҫӑварна курак пек каркалатӑн, ватӑ хӗрарӑмпа калаҫса хисеп тӑвас теместӗн курӑнать.

А то ты все позевываешь, кубыть, не хошь разговором бабу уважить.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Мӗнле тытас теместӗн? — сӑмса ҫунаттисене сиккелентерсе ыйтрӗ Григорий.

— Как это не хочешь? — шевеля ноздрями, спросил Григорий.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пырас теместӗн пулсан — сывӑ пул.

Не хочешь идти — прощевай.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах эсӗ, ҫар судне лекес теместӗн пулсан, пистолета пар.

Но ты мне верни пистолет, если не хочешь попасть под полевой суд.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Юрӗ! — терӗм сиввӗн, — полтинник парас теместӗн пулсан, ман ҫи-пуҫ япалисенчен мӗн те пулин кӑларса пар.

— Хорошо, — сказал я хладнокровно, — если не хочешь дать полтину, то вынь ему что-нибудь из моего платья.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

«Рихтгофен» вӑл — паян ҫумкурӑкӗ хушшинче ҫунса выртас теместӗн пулсан, икӗ куҫупа та виттӗр пӑхса пыр, тенине пӗлтерет.

«Рихтгофен» — это значит гляди в оба, если не хочешь сегодня гореть в бурьяне.

5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Мӗншӗн-ха эсӗ халиччен те хӑвӑн ҫыннусене: тӑванӑрсене йӗрлеме чарӑнӑр, теместӗн? тенӗ.

И доколе ты не скажешь людям, чтобы они перестали преследовать братьев своих?

2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех