Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

теме (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ак мана паян ӑнсӑртран ҫаратрӗҫ теме пулать!

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Теме те хывтарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ним калама аптӑрарӗ Роза: арӑмӗ теме ЗАГСра пулман, еркӗнӗ теме намӑс.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Вырт! — теме ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ Гали, вӗсен умӗнчех пысӑк вут ҫулӑмӗ ҫӗкленчӗ те, Иван ҫавӑнтах тӑнне ҫухатрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тырри пулсан, эпир хуҫа, — теме юратать Ҫимун ашшӗ, Вӑрӑм Палюк, сӗтел хушшинче пӑсланакан вӗри апат ҫисе ларнӑ вӑхӑтра.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эпӗ мӗн теме пултарӑп…

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурнӑҫ тени теме те улӑштарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗнтӗ ним иккӗленмесӗрех пу-шар, урлӑ сакайӗнчен тухса, краҫҫын сапнӑ йӗрпе карчӑк патне ҫитнӗ теме пулать.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашшӗ ҫине тӑрсах теме систерсе калаҫни Микулан хавас кӑмӑлне сирчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тата Анука укҫа Михха паман, вӑл ыйткаласа ҫӳрекене ҫаратнӑ теме хӑтланакансем те тупӑнчӗҫ, анчах ку халапсем витӗмлех пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Паттӑрсем, Степа пирӗн артеле ӗҫлеме юлать!» — теме ӗлкӗрейчӗ ҫеҫ Богданов — крючниксем Ҫтаппана ярса тытрӗҫ те ура! кӑшкӑрса ҫӳлелле ывӑта пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Э-э, кун пекки манпа та пулнӑччӗ ҫав» теме пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Ку вӑйӑ анчах мар-и вара? — теме пуҫларӗҫ хӗрсем.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Кӑшт вӑхӑт иртсен пирӗн хӗрсем апат ҫиес килет теме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

— Тав, «Мендельсон», тыт хӗрлӗ укҫа, намӑслӑхран ҫӑлтӑн теме те юрать.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Тӗлӗкрех теме систерсе ӑш вӑрканӑ пек туятӑп.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Ниме пӑхмасӑр таҫта та ҫитӗнет, теме те шӑтарса тухать, шӑрӑхран та хӑрмасть, вӗлле хурчӗсене пыл та парать…

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Мӑшӑрӗ теме пула «лере» васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Атте пуррине пӗлетӗп, анчах теме пула вӑл эпӗ виҫӗ ҫул тултаричченех аннене пӑрахса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Ҫав вӑхӑтра чӗре теме сиснӗн «пӑлханчӗ», ҫак ҫынна тахҫанах пӗлнӗн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех