Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

телейсӗр (тĕпĕ: телей) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫук, вӗсем нумай-ха, эпӗ кӑна телейсӗр пултӑм…

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ун пеккисем телейсӗр пулма пултараймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пирӗн паянхи ҫынсем ӗнтӗ мӗскӗн Хветӗрсем, ӑраскалсӑр Сетнерсем е телейсӗр Нарсписем мар.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Эпӗ пур енчен те телейсӗр…»

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗншӗн пӗри телейлӗ, тепри телейсӗр?

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хакӗ пирки «калаҫса татӑлаҫҫӗ», ун хыҫҫӑн «туяннӑ» ачана хӑмӑт витӗр телейсӗр арҫынна параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Мӗншӗн тесен эсӗ ху та телейсӗр.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эпӗ чӑвашсене хӑнӑхса ҫитрӗм, ҫав тӗттӗм те телейсӗр ҫынсем хушшинчех вилес тесе шутланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Икӗ телейсӗр чун пӗр пӗрин ытамне туртӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Ҫӗр ҫинче эпӗ, тен, сана курнипе телейсӗр пултӑм пулӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хама эпӗ пӗрре те телейсӗр хӗрарӑм тесе шутламастӑп, мӗншӗн тесен тӗлӗнмелле ҫирӗп чӗреллӗ, ҫирӗп тӗллевлӗ арҫынпа пурӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ун чапӗ ҫине, хӑй калашле, «хӗрес хурса», эпӗ ӑна ҫав телейсӗр ачалӑх мӑшкӑлӗ патне чӑнахах та тӗртетӗп пек туйӑна пуҫларӗ…

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫӳрет телейсӗр хӗрарӑм хӑйӗн пӗчӗк ачине йӑтса пӗр ялтан теприне.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унтанпа пӗр шухӑшсӑр ырӑ курса пурӑнатӑп теместӗп, анчах хама хам телейсӗр тесе те шутламастӑп.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хам телейсӗр пулнӑран ҫынсене питӗ те телейлӗ тӑвас килет.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Шӑпах ҫав машинӑпа ӗҫленӗ чух пачах кӗтмен, тӗлӗкре тӗлленмен вилӗм тупнӑ хӗрӗхрен иртнӗ телейсӗр Варламов: улӑмпа пӗрле хӑй те чунсӑр машинӑн хурҫӑ ҫӑварне ҫакланнӑ, татӑкӑн-татӑкӑн вакланнӑ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӑннипе Инесса сан кукку халӑх тӑшманӗ пулнӑ тесе Таранов умӗнче ҫӑвар та уҫман, ҫав телейсӗр ҫын ҫинчен иккӗшӗ вӗсем пачах калаҫман темелле.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавнашкал телейсӗр шӑпаллӑ сӑмахсем ытти ҫӗрте те пур паллах.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эсӗ — телейсӗр

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Эсир телейсӗр пулсан партнер та савӑк мар.

Ведь если вы несчастливы, то партнёр тоже испытывает дискомфорт.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех