Шырав
Шырав ĕçĕ:
14. Вара мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 15. этем ывӑлӗ! санӑн тӑванусене, санӑн тӑванусене, санӑн пӗртӑванусене, пӗтӗм Израиль килне — пурне те — Иерусалимра пурӑнакансем: «Ҫӳлхуҫаран аякра пурӑнӑр; ку ҫӗре пире еткерлӗхе панӑ» тееҫҫӗ.
Иез 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл мана каларӗ: Израиль килӗпе Иудея килӗ тунӑ ирсӗр ӗҫ ытла та нумай, шутсӑр нумай; ку ҫӗре юн тулнӑ, хулара та тӗрӗсмарлӑх туллиех; вӗсем ӗнтӗ: «Ҫӳлхуҫа ку ҫӗре пӑрахрӗ, Ҫӳлхуҫа курмасть» тееҫҫӗ.
Иез 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Мӗнпур тӑшману, сан ҫине пӑхса, ҫӑварне карса пӑрахнӑ, шӑхӑра-шӑхӑра илеҫҫӗ те шӑлне шатӑртаттарса ҫапла калаҫҫӗ: «ҫӑтса ятӑмӑр ӑна, ҫак саманта ҫеҫ кӗтсе тӑраттӑмӑр, кӗтсе илтӗмӗр, куртӑмӑр!» тееҫҫӗ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сана курсассӑн иртен-ҫӳренсем пурте пӗҫҫине шарт ҫапаҫҫӗ, шӑхӑрса яраҫҫӗ, пуҫне пӑркаласа, Иерусалим хӗрӗ ҫинчен: «ҫакӑ-и-ха вӑл чӑн илем, «Пӗтӗм ҫӗрӗн савӑнӑҫӗ» тесе ят панӑ хула ҫакӑ-и?» тееҫҫӗ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫав ачасем, аманнӑ ҫын пек, хула урамӗсенче вилнӗ чухне амӑшӗн чӗрҫийӗ ҫинче чун-чӗререн татӑлса ӗсӗклеҫҫӗ, амӑшне: «ӑҫта ҫӑкӑр? ӑҫта сӗт?» тееҫҫӗ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Моав текех мухтавлӑ мар; Есевон хулинче ӑна хирӗҫ каварлашаҫҫӗ: «каяр та ӑна халӑхсен йышӗнчен пӗтерер» тееҫҫӗ.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑл нумайӑшне йӑвантарчӗ, пӗри тепӗрин ҫине ӳкет, пӗр-пӗрне ҫапла калаҫҫӗ: «тӑр та, пӗтерекен хӗҫрен хамӑр халӑх патне хамӑрӑн тӑван ҫӗре тарса хӑтӑлар» тееҫҫӗ.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑйӗн чӗри чурӑслӑхӗпе пурӑнакан кашни ҫынна вӗсем: «сире инкек тивмӗ» тееҫҫӗ.И всякому, поступающему по упорству своего сердца, говорят: «не придет на вас беда».
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манпа килӗштерсе пурӑннисемех эпӗ такӑнасса сыхласа тӑраҫҫӗ: «тен, ҫакланӗ вӑл, вара ӑна ҫӗнтерӗпӗр, ӑна тавӑрӑпӑр» тееҫҫӗ.
Иер 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Акӑ вӗсем мана: «ӑҫта-ха Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ? ӗнтӗ пурӑнӑҫлантӑр вӑл!» тееҫҫӗ.15. Вот, они говорят мне: «где слово Господне? пусть оно придет!»
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эпӗ вара каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! акӑ пророксем вӗсене: «хӗҫ курмӑр, выҫлӑх та пулмӗ сирӗн, ҫак вырӑнта сире яланлӑхах тӑнӑҫлӑх парӑп» тееҫҫӗ, терӗм.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсем хӑйсене сӑваплӑ хуларан пулса кайнисем тееҫҫӗ, Израиль Турри ҫине тӗревленеҫҫӗ; Унӑн ячӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Ис 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑкӑрсене вӗлереҫҫӗ, сурӑх пусаҫҫӗ; аш-какай ҫиеҫҫӗ, эрех ӗҫеҫҫӗ: «ҫиетпӗр те ӗҫетпӗр, мӗншӗн тесессӗн ыран вилетпӗр!» тееҫҫӗ.Убивают волов, и режут овец; едят мясо, и пьют вино: «будем есть и пить, ибо завтра умрем!»
Ис 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16-17. Сана куракансем сана тӗсесех пӑхаҫҫӗ, сан ҫинчен ҫапла шухӑшлаҫҫӗ: «ҫӗре чӗтретнӗ, патшалӑхсене кисретнӗ, тӗнчене пушхире кӑларнӑ, унӑн хулисене аркатнӑ, тыткӑнри ҫыннисене киле яман этем ҫакӑ-ши вӑл?» тееҫҫӗ.
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӗсем ҫапла калаҫҫӗ: «васкатӑр Вӑл, Хӑйӗн ӗҫне хӑвӑртрах тутӑр — эпир курса тӑрӑпӑр, Израиль Святойӗ палӑртса хуни ҫывӑхартӑр, пурӑнӑҫлантӑр — эпир пӗлсе тӑрӑпӑр!» тееҫҫӗ.
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тӑшман пуҫлӑхӗсенӗн пуҫне ҫапса салат, вӗсем ӗнтӗ: «пирӗнсӗр пуҫне никам та ҫук!» тееҫҫӗ.11. Сокруши головы начальников вражеских, которые говорят: «никого нет, кроме нас!»
Сир 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Пуян сӑмах хускатсассӑн, пурте шӑпӑрт пулаҫҫӗ, унӑн сӑмах-юмахне пӗлӗте ҫити ҫӗклеҫҫӗ; 29. чухӑн сӑмах хускатсассӑн: «мӗнле ҫын ку?» тееҫҫӗ, кӑшт такӑнсассӑн, ӑна ӳкмеллех тӗртсе яраҫҫӗ.
Сир 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ӑссӑррисен шучӗпе, вӗсем вилнӗ имӗш, вӗсен пурӑнӑҫӗ вилӗмпе вӗҫленет имӗш, 3. вӗсем пирӗнтен уйӑрӑлса кайнине тӗп пулни тееҫҫӗ; лешӗсем вара канӑҫлӑ тӑраҫҫӗ: 4. вӗсене ҫынсен куҫӗ умӗнче хаса парсассӑн та вӗсем вилӗмсӗрлӗхе ҫирӗп шанаҫҫӗ.
Ӑсл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Мӗншӗн-ха суя тӗнлисем: «вӗсен Турри ӑҫта-ха?» тееҫҫӗ.
Пс 113 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем ытла та чӑрсӑр палкаҫҫӗ; йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем пурте хӑйсене асла хураҫҫӗ; 5. эй Ҫӳлхуҫа, вӗсем Санӑн халӑхна таптаҫҫӗ, Санӑн еткерне хӗсӗрлеҫҫӗ; 6. тӑлӑх арӑма, ютран килнӗ ҫынна вӗлереҫҫӗ, тӑлӑх ачасене пӗтереҫҫӗ, 7. хӑйсем: «Ҫӳлхуҫа курмасть, Иаков Турри пӗлмест» тееҫҫӗ.
Пс 93 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.