Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

театрсемпе (тĕпĕ: театр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лайӑх спектакль пыракан театрсемпе мавзолей умӗнче кӑна черет.

Куҫарса пулӑш

Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.

Республика лапамӗ, театрсемпе культура керменӗсен тӑрӑхӗсем те лайӑх курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Иртнӗ ҫул патшалӑх яш-кӗрӗме театрсемпе музейсене тата ытти культура учрежденийӗсене ҫитсе курма «Пушкин картти» ҫине виҫӗ пин тенкӗ, кӑҫал пилӗк пин тенкӗ хурса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ ҫулне хатӗрленесси – тӗп ыйту // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%b2%d3%9 ... %82%d1%83/

Художествӑллӑ пултарулӑх коллективӗсем профессионаллӑ коллективсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени театрсемпе филармонисен репертуарне пуянлатать, студисене ҫӳрекенсемшӗн творчествӑлла практикӑ пулса тарать, вӗсене искусствӑн кӑткӑс жанрӗсене алла илме, ӑсталӑха ӳстерме тата кунпа пӗрлех художествӑллӑ пултарулӑхӑн пӗлтерӗшне хӑпартма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

П. Осиповӑн «Айтарӗпе» «Кушарӗ», «Кулленхи симфонийӗпе» «Кӑкламан тымарӗсем» театрсемпе клубсен сценисенчен анма пӗлмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.

Хӑйӗн хӑнисене вӑл столицӑри чаплӑ вырӑнсемпе паллаштарнӑ, театрсемпе музейсене илсе ҫӳренӗ.

Он знакомил своих гостей с достопримечательностями столицы, с театрами и музеями.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Ҫапах та вӑл вулама та, театрсемпе выставкӑсенче пулма та ӗлкӗрнӗ.

Все же он успевал и читать и бывать в театрах, на выставках.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Театрсемпе кинотеатрсене лекме вара йывӑртарах, мӗншӗн тесен пур театр та ӗҫлемест.

Трудно было попасть в немногие действующие театры и кино.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Тӗслӗхрен, 1973 ҫулхи юпан 3-мӗшӗнче театрсемпе концерт организацийӗсенчи репертуар политики тавра хӗрӳ калаҫу пулнине астӑватӑп.

Например, помню, как 3 октября 1973 года состоялись горячие дебаты о репертуарной политике театров и концертных организаций.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫав ҫулсенче пирӗнпе профессионал пултарулӑх пӗрлешӗвӗсем тата театрсемпе концерт организацийӗсен хушшинче икӗ енлӗ ҫирӗп ҫыхӑну йӗркеленнӗччӗ.

В те годы мы организовали крепкие двухсторонние связи между профессиональными творческими объединениями, театрами и концертными организациями.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех