Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таякан (тĕпĕ: тай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
72-шер тонна таякан икӗ локомотив 50-шар вакун туртнӑ, кашни пуйӑсӑн йывӑрӑшӗ пӗтӗмӗшле 900 тоннӑпа танлашнӑ.

Два локомотива весом по 72 тонны тянули по 50 вагонов, общий вес каждого поезда составлял 900 тонн.

Фёрт-оф-Форт чукун ҫул кӗперӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A4%D1%91%D ... 1%80%D3%97

Пӗтӗмӗшле 4 267 тонна таякан 6,5 млн клепка пӑтине Глазгора тунӑ.

6,5 млн заклёпок общим весом 4 267 тонн были сделаны в Глазго.

Фёрт-оф-Форт чукун ҫул кӗперӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A4%D1%91%D ... 1%80%D3%97

Астронавтсем унтан пӗтӗмӗшле 21 кг таякан вырӑнти материал илсе килнӗ

Астронавты доставили оттуда около 21 кг образцов

Уйӑх ҫинче пулса курнӑ ҫынсен списокӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A3%D0%B9%D ... 0%BA%D3%97

Кумертауран маслоэкстракци предприятийӗ Европӑна хӗвелҫаврӑнӑш шрочӗ 25,9 пин тонна таякан 356 партие тиенӗ.

Маслоэкстракционное предприятие из Кумертау отгрузило в Европу 356 партий подсолнечного шрота весом около 25,9 тысячи тонн.

Пушкӑртстан Китая 33 пин тонна выльӑх апачӗ ҫумне хушса памаллисене экспортланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... an-3657253

Исланди МКК кит тытмалли мораторине ҫине 2006 ҫулхи юпан 22-мӗшӗнче пӑснӑ, ун чухне Исланди кит тытаканӗсем 60 тонна таякан финвал амине тытнӑ.

Исландия нарушила мораторий МКК на коммерческий промысел 22 октября 2006 года, когда исландские китобои добыли 60-тонную самку финвала.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Пӗррехинче пӗчӗк вӑлтапах сакӑр килограма яхӑн таякан ҫуйӑн туртса кӑларнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Сылтӑм чиркӳ тӑрринче 9 тонна таякан ҫӗршывӑн чи пысӑк чанӗ вырнаҫнӑ.

В правой колокольне находится самый большой колокол страны весом в 9 тонн.

Сӑваплӑ Стефан базилики // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A1%D3% ... 0%BA%D0%B8

Карта ларакан, «виҫене пухутлах таякан» пӑрусем чылай тупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӗсенчен пӗрне чавнӑ чухне 2003 ҫулта Джон ывӑлӗсемпе пӗрле чӑн-чӑн мул чавса кӑларнӑ — 6 см тӑршшӗ тата 72 карат таякан опал.

В процессе рытья одной из них Джон с сыновьями в 2003 году выкопал настоящее сокровище – опал длиной 6 см и весом 72 карата.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Ҫак кунсенче Пушкӑрт Республикинчен Европӑна 19 тонна таякан услам ҫӑвӗн историйӗнче пӗрремӗш партийӗ кайнӑ, - пӗлтерет ПР Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби.

На днях из Республики Башкортостан в Европу отправилась первая в истории партия сливочного масла весом 19 тонн, сообщает пресс-служба Минсельхоза РБ.

Пушкӑртстан нацпроект шайӗнче Европӑна услам ҫуне пӗрремӗш хут экспортланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... an-3371684

Михал Михалч та арӑмӗн сассине уйӑрса илчӗ курӑнать, пӑшалне аяккалла ывӑтса, тӗмӗ хыҫнелле варкӑнчӗ те Раиса Ивановнӑн ҫиче пӑт таякан тушкине ҫӗклесе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Ҫук, ку ятпа митинг мар, виҫ-тӑваттӑн пухӑнса калаҫни те пулмарӗ кунта, кашниех хӑй вырӑнӗнче ӗҫлерӗ, земснарядсем пӗр тикӗссӗн кӗрлерӗҫ, пульповодсем тӑрӑх хӑйӑр чашкӑрса юхрӗ, крансем темиҫешер тонна таякан хурҫӑ пӑрӑхсене ача тетти пек вылянтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Кун таврӑнса хӗвел ҫур еннелле сулӑнсан, Лавр Кузьмич пасара ҫур кило таякан шултӑра, тутлӑ, кӗрпеклӗ улма ещӗкӗ-ещӗкӗпе кӑларать.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

100 кг таякан тырӑ миххисене ҫӑмӑллӑнах йӑтнӑ, ҫӗрле ыйхӑран вӑранса хӗллехи сивӗ кун вӑрман турттарма тухса каяттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Яланах районшӑн ӗҫленӗ // В.КОЖАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10812-ya ... nsh-n-clen

Турник ҫывӑхӗнчех пӗр пӑт, икӗ пӑт таякан пукансем выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑна-кӑна кӗтмен Петӗр юрать пуҫне пӗшкӗртме ӗлкӗрчӗ: ҫур пӑт таякан чышкӑ пуҫ ҫинчи кепкӑна ҫеҫ сирпӗтсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Пилӗкшер пӑт таякан икӗ тыр миххине ним мар ҫӗклет».

Он ведь шутя поднимает два пятерика, а ты?

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗрремӗш укоспа 280 кг таякан 300 рулон, иккӗмӗш укосра 330 рулон утӑ хатӗрлерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьепе – пӗр тӗллевпе // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9777-cemepe- ... r-t-llevpe

Транспорт хатӗрне магнит вӑйӗпе ҫӳле хӑпартмалли технологине тӗрӗсленӗ вӑхӑтра 2,8 тонна таякан автомобиль ҫул ҫийӗнчен 35 миллиметр ҫӳллӗшне ҫӗкленнӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл Цзянсу провинцийӗнчи шоссепе чупнӑ.

Во время испытания технологии магнитной левитации транспортного средства автомобиль весом в 2,8 тонны был поднят на высоту 35 миллиметров над дорогой, а после этого он проехал по шоссе в провинции Цзянсу.

Китайра магнит вӑйӗпе вӗҫекен машшина ӑнӑҫлӑ тӗрӗсленӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32889.html

Павӑл хӑйӗн икӗ пӑт таякан карҫинккине тавар вагонӗ ҫине аран-аран хӑпартса хучӗ те улӑхса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех