Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ташши (тĕпĕ: ташӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сикким культурин пӗлтерӗшлӗ пайӗ халӑх ташши шутланать.

Важной частью сиккимской культуры являются народные танцы.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Буддистсен Лосар уявӗ вӑхӑтӗнче ташлакан Гумпа ташши (Лачунг).

Танец Гумпа, исполняемый во время буддистского праздника Лосар в Лачунге.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Кӗлетре каллех шӑп пулчӗ. йӑмрасем шавланипе тимӗр витнӗ пӳрт тӑрринчи ҫумӑр ташши пӗр кӗвӗ пулса таҫталла юха пуҫларӗ те, Хӗветӗр ҫывӑрса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ташши тата, ташши!

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Пӗррехинче каҫхине килӗнче вӑл лайӑх кӑмӑлпа юрласа ячӗ те ӑшра шалта темле хускалу, хырӑм ташши евӗрскер тытӑннине сиссе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ирӗк парӑр-ха мана Чӑваш ташши ташлама.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ку таранччен куҫ умӗнче унӑн «Сакӑр хӗр, пӗр эпӗ» ташши тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Эпир пулмасан кам пултӑр? // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... -r-3435572

Маюк хӑй те, ҫӗнӗ йышши чӑваш ташши ташланӑ майлӑ, шуса-юхса ҫӳрет вӗсем умӗнче.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Авторӑн паллӑрах кӗнекисем: «Акман ыраш», «Куккуклӑ сехет», «Пӑсташ», «Хуп хушшинчи ҫылӑх», «Ҫич ҫунатлӑ курак», «Хӗрес хывнӑ хӗвел», «Макумба ташши», «Аҫаҫури» тата ыттисем те.

Куҫарса пулӑш

Денис Гордеев ҫыравҫӑн пултарулӑх каҫӗ иртет // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -ka-irtet/

Ташшине кура — кӗвви, кӗввине кура — ташши.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Чӗрере каллех пӗр илемлӗ кӗвӗ янӑраса тухрӗ — «Пӗчӗк акӑшсен ташши».

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Манӑн ҫав кӗвӗсене хут ҫине ҫырса хурас килетчӗ, эпӗ вара институтра час-часах рояль умне ларса, хам пӗлекен пӗр кӗвве калаттӑм — «Пӗчӗк акӑшсен ташши», ун урлӑ чӗрере тӑвӑл пек ҫӗкленсе тухакан кӑмӑл-туйӑма лӑплантарма тӑрӑшаттӑм…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Чӗрере яланах пӗр кӗвӗ янӑраса тӑратчӗ — «Пӗчӗк акӑшсен ташши», умра яланах пӗр ҫын сӑнарӗччӗ — манран аякра-аякра пурӑнакан хӗр сӑнарӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Хисеплӗ хӑнана, чыслӑ ҫынна е пысӑк ӗҫ тума каякан паттӑра чӑвашсем ӗлӗкренех тасалӑх ташши ташлаттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тасалӑх ташши ку.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пилӗкӗсене сарлака ал шӑллисем ҫыха-ҫыха янӑ паттӑрсем упа утамӗсемпе хуллен, васкамасӑр кӗрешме палӑртнӑ ҫӗрелле утса тухаҫҫӗ те ӑмӑрт ташши ташлама тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӳпери хӗвелӗ куҫа шартармасть пулин те, кӑмӑлне йӳле янӑ: чӑваш ташши ташла-ташла, ярӑмӑн-ярӑмӑн тӑсӑлакан кӗвелӗк янӑ турӑх пек шупка, тип тӗтре пек шӗвек пӗлӗтсем хыҫӗпе «анатран тӑвалла», пуҫ тӳпинеллех кармашать.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Пӗри тата, кутне кӑтӑр-кӑтӑр хыҫа-хыҫа, «хырӑм ташши» те ташлать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӗнтӗ ылмаш-тӗлмӗш йӑкӑш-йӑкӑш, тӗпӗр-тӗпӗр е «ҫиҫӗм» ташши те, чӑвашра чӑвашлӑха вӑратса «чӗрӗ шыв сапакан, папкалантаракан» ҫепӗҫ чӑваш юрри те, тин ҫеҫ сарӑлса ҫитнӗ, ирхи сывлӑм сыпнӑ ҫурхи чечек пек таса та ачаш туйӑмсене вӗлкӗштерекен урӑх юрӑ-кӗвӗ те, ӑслӑ, пархатарлӑ шухӑшсем те, ӑс-пуҫ пуянлӑхӗсене чӑн е шӳтлӗ сӑмах-юмах чӗлхине кӗртекен ытти чун уҫҫисем те пулчӗҫ, анчах Ула Тимӗрпе Полинан, уяв «рулеткине» хӑйсем пӗрлех ҫавӑрттарчӗҫ пулин те, хӑйсен малашлӑхӗ ҫинчен пӗр-ик сӑмах та пулин тапратма май ҫаврӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ревлен Петрович! — терӗ ертсе пыраканӗ, юрӑ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн, мастер еннелле ҫаврӑнса, — эпир чӑваш ташши вӗренме пуҫларӑмӑр, пӗрне валли мӑшӑр ҫитмест, ҫавӑнпа сире тархасласах ыйтатпӑр, пулӑшӑр пире, — артист евӗр пуҫне тайрӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех