Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тачкӑсемпе (тĕпĕ: тачка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫыран хӗрринче пин-пин ҫын кӗреҫесемпе тӑнине курах кайнӑ капитан, ҫынсем тачкӑсемпе тӑпра турттарнӑ, ҫыран хӗррине шыв ан ҫиттӗр тесе ӑна тӑпрапа ҫирӗплетесшӗн пулнӑ.

Он увидал, что на берегу тысячи людей с лопатами, с тачками спешат — возят землю, насыпают стенку, чтобы не пустить реку залить берег.

Шыв илни // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.

Ҫӗр ҫинче нихҫан та нимӗн те пулман пек — пӗр тачкӑсемпе курпун ҫурӑмсем, тата умра тӑсӑлса выртакан тусанлӑ ҫул ҫеҫ пулнӑ пек.

Словно никогда ничего не было на земле — только тачки, да горбатые спины, да пыльная дорога впереди…

4 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Халӗ урам хальчченхи пек анлӑ мар туйӑнчӗ; вӑл ҫынсемпе, лавсемпе, плугсемпе, тачкӑсемпе тулса ларнӑ-мӗн; «Светлый путь» колхозра пурӑнакансем пурте, праҫник чухнехи пек, хӑйсен пӳрчӗсенчен урама тухнӑ пулмалла; вӗсем киленичченех ташланӑ-юрланӑ ӗнтӗ, вара савӑнӑҫлӑ кӑмӑл-туйӑмпа ӗҫе тытӑннӑ: хӑшӗ кӗреҫепе, хӑшӗ киркӑпа ӗҫлет, хӑшӗсем Кубань хӗрринчен лавсемпе чул турттарса пыраҫҫӗ.

Улица теперь казалась не такой широкой, как обычно, а все произошло оттого, что ее запрудили люди, брички, плуги, тачки, видимо вышли все жители колхоза «Светлый путь» из своих домов на улицу, как во время праздника; они, видно, танцевали и пели до наслаждения, и с веселым настроением взялись за дело: кто работал лопатами, кто кирками, кто подвозил бричками кубанский камень-голыш.

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Анчах пирӗн тарӑн канав тепӗр канав патне пырать, тепри виҫҫӗмӗш патне, ҫапла майпа вӗҫне-хӗррине тухиччен куҫ та ҫавӑрса илеймест, хӑрах енӗ тӳремӗн чӑнкӑлатнӑ виҫӗ метр тарӑнӑш канавра хӗрарӑмсем ҫаплах тӑм ватаҫҫӗ, тепӗр енче тата тӑприне кӗреҫесемпе ывӑтаҫҫӗ те, ӑна ҫинчех тачкӑсемпе турттарса тӑраҫҫӗ…

Но он переходил в другой, другой — в третий, и так далеко, как достигал взгляд, женщины дробили глину в глубоких, трёхметровых, с одной стороны отвесных, с другой — покатых рвах, выбрасывали лопатами, вывозили на тачках…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Грузчиксем «Эй, пӑрӑнӑр» тесе ҫав хӑмасем тӑрӑх тачкӑсемпе тавар турттаратчӗҫ.

и грузчики с криком: «Эй, поберегись!» – катили по нам заваленные товарами тачки.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Оля хӑйсем, пиншер доброволецсем, кӗреҫесемпе, киркасемпе, тачкӑсемпе ҫеҫен хирте ҫӗрӗн-кунӗн ӗҫлени, ҫӗр алтса ҫӗклени, бетонласа укрепленисем туни ҫинчен ҫырнӑ.

Оля писала, что тысячи их, добровольцев, с лопатами, с кирками, с тачками день и ночь работают в степи и роют, носят землю, бетонируют и строят.

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех