Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

татӑкне (тĕпĕ: татӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн ҫурӑм хыҫ пайӗ ⎼ хӳри ⎼ кӑткӑсах пулман: пир е сӑран татӑкне илнӗ те нухратпа тата «ҫыруллӑ» кӳптӗрмепе сӑн кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Анат енчи чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Тенкӗпе витнӗ вӑрӑм сӑран татӑкне ӗнсе ҫине хунӑ та кӑкӑр умӗпе антарнӑ, вӑл пилӗк тӗлне ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вирьял чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Кайран ҫав хӗрлӗ ялав татӑкне эпӗ тухтӑрсенчен, асӑнмалӑх пултӑр тесе, ыйтсах илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хурӑнран якатса тунӑ хӑма татӑкне кӗмӗл ҫӑнӑхӗ янӑ шывра виҫӗ кун хушши тытсан, ҫав хӑма слон шӑмми тӗслех пулать.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Венюк, сана чи пысӑк татӑкне парам.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Степа, ку хут ҫинче господин Янашов хӑн мунчине хӑй вут тивертни ҫинчен ҫирӗплетрӗ, — терӗ те Богданов хут татӑкне Ҫтаппана тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара пӗшкӗнсе ҫӗре чуптурӗ те булка татӑкне ана ҫинелле ывӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ыттисене кӗтмесӗрех кукӑль татӑкне ярса илсе ҫиме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Стройкӑран айккинерех кайрӑм та унталла-кунталла пӑхса илсе ҫынсем ҫуккине курсан ҫанӑран ҫӑкӑр татӑкне кӑларса таҫта айккинелле юр ӑшне ывӑтрӑм!

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Тумтире хыпашласа пӑхрӗ, кӗсьесене тӗрӗслерӗ — ҫӑкӑр татӑкне тупаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Ҫав вӑхӑтра хама мӗн пулнине халӗ те ӑнланаймастӑп — чӑтаймасӑр пӗр ҫӑкӑр татӑкне тавӑрса хунӑ ҫанӑ хушшине хӑвӑрт кӑна чикрӗм хутӑм!

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Ҫыру-ыйту ҫыртаракансем хӑйсене пулӑшнӑшӑн килтен килсе панӑ кучченеҫпе Пантее хӑналаҫҫӗ, хӑйсене тивӗҫекен 50 грамм ҫӑкӑр татӑкне параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Римма хӑвӑрт арматура татӑкне алла илчӗ, анчах кая юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Аш татӑкне вӑрах чӑмлать: шӑлӗсем пӗтсе пыраҫҫӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен пек вӑл пӳртӗнчен шуса тухнӑ, хытса кайнӑ аллисемпе ҫӗклесе кӳлепин татӑкне крыльца ҫине хӑпартса лартнӑ, чунне сӑмакунпа йӑпатать пулас.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ку алӑк ҫӑмӑллӑн уҫӑлчӗ, кӗрсе тӑрсан хӑех, шина татӑкне пула, хупӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Витӗр курӑнакан хут хатӗрлеме тутӑр татӑкне краҫҫинпа е хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗпе нӳретмелле те, унпа хута сӑтӑрмалла, кайран ҫав хута шӑлса тасатса типӗтмелле.

Для того чтобы приготовить прозрачную бумагу, нужно обмакнуть тряпочку в керосин или подсолнечное масло, натереть ею бумагу, вытереть бумагу насухо и высушить.

Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи паллӑ государствӑсен вырӑнӗсене астуса юлмалли ӗҫ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Масштаб линейкине тума пӗчӗкрех хут татӑкне ҫурмалла хутлаҫҫӗ.

Сгибают в виде линеечки небольшой листик бумаги.

Япаласен хушши мӗн чухлине ӳкерчӗк ҫинче мӗнле паллӑ тӑваҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӑл конверта уҫса ун ӑшӗнчен кӗске кӑна фотолента татӑкне кӑларчӗ те ӑна ҫутӑ еннелле тытса пӑхма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Павӑл сасартӑк вӗриленсе кайрӗ, аллинчи хӑва татӑкне ҫӑтӑр-ҫатӑр хуҫса, ҫырманалла печӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех