Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

татнине (тĕпĕ: тат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ан ҫиленӗр ӗнтӗ, эпӗ сире хам татнине паратӑп, — вӑл кунтӑкне чалӑштарса кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Таня унӑн икӗ урине те татнине пӗлес мар пулсан, ку патвар этем пӑлахая персе выртать тенӗ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Йӗркеллӗ сӑмах татнине нимӗн те ҫитмест, ял-йышсем.

Куҫарса пулӑш

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унтан пахчаран халь анчах татнине ҫисе пӑхма кӑмӑл турӗ.

Потом захотел попробовать прямо с куста.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ну, сирӗн миҫе? — терӗ Ваҫук десятникпе Маринене, вӗсем мӗн чухлӗ татнине йышӑнма пырсан.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Петр Павлов Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин синкерлӗхӗ ҫинчен каласа пачӗ, хаяр вӑрҫӑ мирлӗ пурӑнакан халӑхӑн ӗмӗчӗсене, 27 миллион ҫыннӑн пурнӑҫне татнине палӑртса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Синкер кунсене асра тытса... // Л. НИКИФОРОВА. http://alikovopress.ru/sinker-kunsene-as ... yitsa.html

Кӑвакал тӗкне ҫакӑнта татнине каларӑм та, кайса ил, тӗке кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗрте тӑккаласа ан ҫӳре тесе вӑрҫса тӑкрӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗрисем вутӑ татмалли ҫӗре кайрӗҫ, теприсем татнине пӑрахут ҫине йӑтрӗҫ, котельнӑя антарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Политикӑри уйрӑмах кирлӗ ыйтусем тӑрӑх хӑйӗнпе пӗр шухӑшлӑ пулман ҫынсемпе Ленин ҫыхӑнӑва пат кӑна татнине пӗлет вӑл, ҫавӑнпа та халӗ ӑна пӗр-пӗччен тӑрса юлас шухӑш хытӑркаттарса ячӗ.

Он знал, как решительно Ленин рвет с людьми, которые расходятся с ним по важным вопросам политики, и чувствовал, что деревенеет от неприятного чувства одинокости.

18 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Вӗсем эпӗ якӑрсен каначӗсене каса-каса татнине курсан, карапсене ҫилпе хумсем ҫине кӑларса ярса пӗр-пӗринпе ҫапӑнтарать пулӗ, тесе шутланӑ.

Глядя, как я обрезаю якорные канаты, они решили, что я собираюсь пустить корабли на волю ветра и волн или столкнуть их друг с другом.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Хамӑр кирек мӗн ҫинчен те пӗр-пӗрне ним пытармасӑр калама сӑмах татнине эпӗ манман-ха, ҫавӑнпа тӳррипех калатӑп.

— Я не забываю нашего правила откровенности, я тебе говорю прямо.

ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл ӑна ҫыртса татнине эпӗ хамах питӗ лайӑх куртӑм.

Я же сам хорошо видел, как он его кусал.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Халӗ ӗнтӗ арҫын ача миҫе мӑйӑр татнине пӗлес пулать: 120-рен 60 кӑлармалла, каллех 60 пулать.

Теперь нужно узнать, сколько мальчик: 120 отнять 60, тоже будет 60…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Джемма ӑнсӑртран унӑн сылтӑм аллин ҫинҫе пӳрнисене курчӗ те, ҫан-ҫурӑмӗ чӗтресе кайрӗ — ҫавнашкал пӳрнесемпе чечек ҫулҫисем татнине вӑл тахҫан курнӑ пек туйӑнчӗ.

Взгляд Джеммы случайно остановился на пальцах его тонкой правой руки, ею овладело какое-то странное, тревожное чувство: ей показалось, что она уже видела где-то раньше эту манеру обрывать цветы.

III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Лайӑхрах сӑнаса пӑхрӑм та, пуҫне йӑлтах касса татнине асӑрхарӑм.

При ближайшем рассмотрении оказалось, что голова была совсем отрублена.

ХСIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

— Пуҫне касса татнине?

— Отрублена голова?

ХСIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

— Унтан та ытла, ун умне пӗшкӗнсен, эпӗ ҫыннӑн пуҫне касса татнине куртӑм.

— Больше того, если это возможно, наклонившись над ним, я увидел, что у него отрублена голова.

ХСIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Мӑшӑрланас тесе сӑмах татнине ашшӗ-амӑшне пӗлтермеллех, мӗншӗн тесен ачин савӑнӑҫӗ, хуйхи-суйхи вӗсен пурнӑҫӑн пайӗ пулса тӑрать.

О намерении жениться обязательно нужно сообщить родителям, для которых радости и горести их ребенка до конца жизни остаются частицей их собственной жизни.

Мӑшӑрланни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫапах та, парӑма вӑхӑтра татнине мӗн ҫиттӗр.

Но Шерккей настоял и вовремя отдал долг.

XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хӑй умӗнчи хӗрлӗ хӑйӑва татнине те асӑрхамарӗ.

Он даже не заметил, когда сорвал финишную красную тесемку.

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех