Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

татмашкӑн (тĕпĕ: тат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Карчӑк ӑна хӗрхеннӗ, «штрафа» татмашкӑн 50 пин тенкӗ тыттарса янӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ылтӑнпа» тӳлетпӗр... // Ольга АНДРИЯНОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 12 с.

«Ирпе, — тет, — ҫапӑр сарӑма Парса татмашкӑн парӑма.

Куҫарса пулӑш

XXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Эпӗ ӑна пӗр ҫулталӑк тӑршшӗнче тӳлесе татмашкӑн ҫыру тивӗҫлӗхӗ парасшӑнччӗ, вӑл вара, выльӑх, мӑшлатса ҫеҫ тӑчӗ.

Я хотел выдать ему письменное обязательство об уплате сроком на один год, но эта скотина только мычала.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Килти ӗҫсене халӑх ҫинчи ҫапӑҫура татмашкӑн саккун та ҫук, ачам! — терӗ.

— Это, братец мой, вовсе не закон, чтобы домашние дела на мирском бою решать!

XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Вӗсене касса татмашкӑн вӑхӑт сая яма кирлӗ пулмасть.

Не придется их пилить и тратить лишнее время.

IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Ҫавна тӳлесе татмашкӑн манӑн хамӑн шпорӑсемпе, кӗмӗл бокалпа, тен пӑшалпа та уйӑрӑлмалла пулать пулӗ.

Чтобы уплатить этот долг, мне придется расстаться со своими шпорами, серебряным бокалом и, быть может, с ружьем.

XXII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

— Ну, Тухтар, шансах тӑр, кӑштах вӑй илсен, хам парӑма татмашкӑн манас ҫук-ха.

— Ты не сомневайся, Тухтар, как только мы малость станем на ноги, верну я тебе деньги.

XII. Ятлӑ йыхравҫӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Укҫине те, чӑн та, ӗлӗкхи парӑмсене татмашкӑн ҫеҫ ыйтса илчӗ, тата ӗҫме-ҫиме валли кӑшт таткалать.

А насчет денег в самом деле очень умерен: попросил лишь, чтобы рассчитаться с прежними долгами, да на еду немного.

VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Огняновшӑн тесен, кирлӗ пулсан, эпӗ хамӑн телейсӗр пурнӑҫа татмашкӑн та хатӗр.

— За Огнянова я готов и жизнь свою несчастную отдать, если понадобится…

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак ҫырӑва татмашкӑн, санпа, хаклӑ Машукӑм, юлашки хут ҫапла калаҫса уйрӑлмашкӑн мана питӗ кансӗр.

Трудно мне оторваться от этого письма, от последнего разговора с тобой, дорогая Маша.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ан шарла, мучи, — пӳлчӗ ӑна ҫулҫӳревҫӗ, — ҫӑмӑр ҫусассӑн, кӑмписем те тухаҫҫӗ, кӑмписем шӑтсан — татмашкӑн кунтӑкӗ те тупӑнать.

— Молчи, дядя, — возразил мой бродяга, — будет дождик, будут и грибки; а будут грибки, будет и кузов.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӗлес килет пулсан, эпӗ ӑна халь те юрататӑп-ха, темиҫе минут хушши савӑннӑшӑн ҫав тери тав тӑватӑп, уншӑн хам пурнӑҫа татмашкӑн хатӗр, ҫапах та унпа кичем мана…

Если вы хотите, я ее еще люблю, я ей благодарен за несколько минут довольно сладких, я за нее отдам жизнь, — только мне с нею скучно…

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Куҫ курманнисен пӗрлӗхӗн кунӗсенче, пуху-канашлура Юрий Ефимович юсав укҫине тӳлемеллине, пухӑнса кайнӑ парӑма татмашкӑн кайран кансӗр пулассине аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех