Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

татаҫҫӗ (тĕпĕ: тат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пушӑт касма шкул ачисем ҫӳреҫҫӗ ӗнтӗ, йӗкел пуҫтараҫҫӗ, пилеш татаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсем чечек мӗн иккенне пӗлмеҫҫӗ, татаҫҫӗ те лутӑркаса ывӑтаҫҫӗ…»

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Таврара ҫӗмӗрт, пилеш вуллисем те ҫап-ҫара лараҫҫӗ — ачасем ҫулҫӑсене татаҫҫӗ, хӗле валли типӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӗнекине те шӑп ҫурмаран татаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Йӗплӗ тӗмӗсем тумтире чӗре-чӗре татаҫҫӗ, йывӑҫ турачӗсем сукмакпа утакан ҫынна та вӗҫӗмсӗр пӗшкӗнтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗчӗк шурӑ шӑлӗсемпе курӑка ҫатӑрт-ҫатӑрт татаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳ кӗтни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫапла Ҫтаппан мучипе Праски кинеми (ку вара, вӑйпитти, ҫырӑ сӑн-питлӗ, вӑтам пӳллӗ, тапчам хӗрарӑм, утмӑл ҫул тултарнӑскер кӑна пулнӑ-ха) ҫав пасарта пӗр-пӗринпе паллашаҫҫӗ, пӗр чӗлхе тупса, арлӑ-арӑмлӑ пурӑнса пурнӑҫ тӑрлама сӑмах татаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Тапӑнакансем3 (вӗсен шутӗнче патшалӑх пуҫлӑхӗсем те), политикӑри пусмӑрҫӑсем, ултавҫӑсем… час-часах хӑйсен хура ӗҫӗсене Турӑ ячӗпе тӑваҫҫӗ, сӑхха персе е «Аллах аслӑ!» тесе кӑшкӑрса ҫынсен пурнӑҫне татаҫҫӗ, вӗсене мӑшкӑллаҫҫӗ, асаплантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсем тырӑ ҫинчи йытпыршине тӑпӑлтараҫҫӗ, пиҫен ҫулҫисене татаҫҫӗ, хурхуххи ҫиеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Ӑнсӑртран вӗсен тӗлне пырса тухнӑ кайӑксем кӑшкӑра-кӑшкӑра вӗҫсе кайни тата хумханса юлнӑ сӗлӗ тӑрӑллӑ курӑксем чӑшӑлтатса илнӗ сасӑсем кӑна шӑплӑха самантлӑха татаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Темиҫе ача шыва кӗрсе кайнӑ та, кӑвакалсем пек, вӗҫӗмсӗр шыв айнелле чӑмаҫҫӗ, вӗсем кунта ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле ирех килсе тухнӑ та мӗн каҫченех ҫапла выляҫҫӗ, шыва кӗреҫҫӗ, хурӑн ҫырли татаҫҫӗ, шӑхлич тӑваҫҫӗ, киле илсе кайма шыв хӗрринче шапа хуранӗ пек япаласем пуҫтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗнтӗ вӗсен темиҫе пуҫкӑшӑлӗ тумалӑх та пуҫтарӑннӑ, татах татаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрсем чечеке татаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫывӑхрах икӗ пӗчӗк хӗр ача хурӑн ҫырли татаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унта та кунта пӗр-пӗрне савакансем курӑнаҫҫӗ — сӑнӗсем хумханчӑк, ялкӑшаҫҫӗ, ҫавӑтӑнса, пӗр-пӗрин ҫумне ачашшӑн, анчах сӑпайлӑн тӗршӗнсе уҫӑлса ҫӳреҫҫӗ, пӗшкӗне-пӗшкӗне чечек татаҫҫӗ; ларакансем пуҫӗсемпе пӗрлешнӗ; вӗсен пӳрнисем ҫыхланнӑ, юрату ӗмӗт-тӗлленӗвӗн чеченлӗхне палӑртса — сӑн-пичӗсене куҫкаланчӑк кулӑ ҫутатать.

То тут, то там виднелись влюбленные, с растроганным сияющим взглядом, в интимных, но сдержанных позах гуляющие под ручку, наклоняясь, протягивая руки к цветам, сидевшие никли головами друг к другу; пальцы их сплетались, и блуждающая улыбка, знаменуя прелесть любовных грез, освещала лицо.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.

Белая Калитваран Царицына пулӑшма Ворошилов эшелонӗсем шӑвӑнса килекен ҫула казаксем пӳлсе татаҫҫӗ.

Путь на Белую Калитву, откуда медленно двигались на помощь Царицыну эшелоны Ворошилова, был отрезан.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Эшелонсене пулӑшма юнашар станцӑран бронепоезд тухнӑ, анчах нимӗҫсем ун хыҫӗнчи ҫула та татаҫҫӗ.

Когда на выручку с соседней станции вышел бронепоезд, немцы позади него тоже подорвали путь.

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Хӑйсене панӑ апата вӗсем малти урисен чӗрнисемпе хӗстерсе тытаҫҫӗ, вара шӑлӗсемпе ҫыртса татаҫҫӗ.

Пищу они держали в когтях передних лап и разрывали ее зубами.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пирӗн ҫынсене илӗр-ха: вӗсенне ҫӳҫ пайӑркисене татаҫҫӗ, пит-куҫа пӑхма ҫук хӑрушла ватса пӗтереҫҫӗ, анчах никам та ҫӗр червонец памасть.

А наш брат: ему и пейсики оборвут, и из морды сделают такое, что и глядеть не можно, а никто не даст ста червонных.

XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Ҫӗрӗ часах тулать, ҫиппине касса татаҫҫӗ те тепӗр ҫӗрӗ тӑваҫҫӗ.

Цевка вмиг заполняется ниткой, нитку отрезают и делают новую цевку.

Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех