Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Саламӑра аттене калӑп, — сӑмаха татасшӑн пулмарӗ Миша.
22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Темме ӑна асӑрхасанах тытса пӑхасшӑн, татасшӑн…
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Шӑмӑршӑ, Патӑрьел, Комсомольски муниципаллӑ округӗсенче шыв ыйтӑвне татасшӑн.
Хыснари укҫапа тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61147
— Леонид Сергеевич, ман пӗрре те ҫывӑрас килмест-ха? — калаҫӑва татасшӑн пулмарӗ Микула.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫапах арӑмӗн кӑмӑлне татасшӑн пулмарӗ, ҫурри-ҫурмалла килӗшсе: — Мӗн пулсан та, ӑраскал пӳрнинчен иртес ҫук, Татьяна. Ырӑ тӗлӗк мар тесе, ҫитмен-килмен инкекшӗнех пуҫа ватса выртас мар. Ав, автансем те авӑтма тытӑнчӗҫ. Тӑрас пулать, — терӗ те шӑналӑк ӑшӗнчен тухрӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Парать сана Иван Сююнбикене, кӗтсех тӑр, — пиччӗшӗн ку ӗмӗтне те татасшӑн пулчӗ Исмаил.
18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫул юсанӑ ҫӗрте ӗҫлекен бригадир хӗр ӗмӗтне татасшӑн пулмарӗ.Бригадир, работавший на ремонте дороги, не хотел пойти наперекор желанию девушки.
Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.
Эпӗ вӗсене татасшӑн.
Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пӗр ушкӑнӗ ӗнтӗ ӗнер пулас киремет карти вырӑнне кайса та пӑхса килнӗ, халӗ ҫынсем чи ваттипе — Пикпав старикпе — сӑмах татасшӑн.
3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ун ыйхине татасшӑн пулнӑ пекех, пит ҫинче вӗҫӗмсӗр хурт-кӑпшанкӑ чупрӗ, вите кӗтессинче шӑши кайӑк тем кӑтӑртаттарчӗ, часах тата картишӗнче витре-чӳлмек сасси илтӗнсе кайрӗ — Пинеҫ ӗне сума тухрӗ пулас.
17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫанталӑк, сире кӑҫал уяр вӑхӑтпа ытлашши нумай савӑнтартӑм тенӗн, нӳрӗ тӗлӗшпе парӑма хӑвӑртрах татасшӑн тӑрӑшать: миҫе кун ӗнтӗ ҫумӑр вӗҫӗмсӗр лӗшлетет.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Анчах поляксене, жидсене тата хӑш-пӗр вырӑссене Англин чее королеви укҫалла хӑйне майлӑ ҫавӑрнӑ, вӗсем хӑйсем, халӑхшӑн тӑрӑшнӑ пек пулса, ҫав ҫипе хӑш тӗлтен май килнӗ — ҫавӑнтан татасшӑн!
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Полковник хӗрелсе те кӑвакарса кайрӗ, икӗ аллипех кантраран тытса ӑна татасшӑн пулчӗ; анчах вӑйлӑн сулса янӑ алӑ ун хырӑмне вилӗм сӑнни чиксе лартрӗ.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Хуравлама кирлӗ те мар: шӑпах ҫак самантра Шагалов пралука шӑлӗпе ҫыртса татасшӑн тӑрмашать.Можно и вовсе не отвечать: в этот момент Шагалов как раз перекусывает проволоку.
Иккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Тӑшман хӑй умне епле задача лартни курӑнсах тӑрать: вӑл партизансен пӗрлешӗвӗн штабӗпе пирӗн Путивль отрядне ытти отрядсенчен касса татасшӑн.Противник стремился отрезать штаб и боевые группы путивлян от остальных отрядов.
Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ун питӗнчен шӑпӑртатса тар юхать, хӑй ҫапах куккӑшӗпе шӳт тӑвать, чӳрече умне хӑй лартнӑ улмуҫҫийӗнчен малтанхи улмине хӑех татасшӑн ӗмӗтленетчӗ.
Улмуҫҫи // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Уҫӑ алӑк тимер ҫекӗл ҫинче ҫилпе сулланса тӑрать, сукмаксем нӳрлӗ те ҫӳп-ҫаплӑ; ҫаралса юлнӑ ватӑ хурӑн, тӗмсем, курӑк, вӗлтрен, хурлӑхан, ҫулҫисене шупка енӗпе ҫӳлелле ҫавӑрса хунӑ упа паланӗ — ҫаксем пурте хӑйсен вырӑнӗсенче енчен енне сулкаланса, тымарӗсене татасшӑн пулнӑ пек туйӑнаҫҫӗ; ҫӑка аллейинчен сарӑхнӑ ҫаврака ҫулҫӑсем, пӗр-пӗринчен ирте-ирте кайса, вӗлтӗртетсе, вӗҫсе тухаҫҫӗ те, нӳрленсе, йӗпе ҫине, улӑхӑн тӗттӗм симӗс тӗслӗ йӗпе кайӑвӗ ҫине ӳкеҫҫӗ.
XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пирӗн унка вӗсем икӗ енчен те татасшӑн.
Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.
Ҫак задачӑна татасшӑн Райтсем нумай вӑрӑм ҫӗрсене ҫывӑрмасӑр ӗҫлесе ирттернӗ.Чтобы решить эту задачу, Райты провели множество бессонные ночей.
27. Хытӑ чӗреллӗ тӗнче. Ҫӗнӗ сӑнавсем // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Мирон халь тӑтӑшах ҫапла каларӗ: рабочисем хӑйсен пурнӑҫне аван, татасшӑн пулнипе мар, вӗсене аякран тӳсме ҫук киревсӗр, ӑссӑр шухӑш парса тӑнипе пӑлханаҫҫӗ: вӗсен банксене, фабрикӑсене, ҫӗршывӑн пӗтӗм хуҫалӑхне хӑйсен аллине илмелле имӗш.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
- 1
- 2