Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тасатсах (тĕпĕ: тасат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗллехи вӑхӑтра ҫулсене юртан тасатсах тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх пулӑшӑвӗ пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрет // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d0%b ... %b3%d1%80/

Тӗтӗм ҫулӗсене кӑмакасене хутса ӑшӑтмалли тапхӑрта кӑна мар, хыҫҫӑн та тасатсах тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Правилӑсене ҫирӗпрех пӑхӑнмалла // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11980 ... -kh-nmalla

Кунта та ҫӗршыва ертсе пыракан парти — «пахчаҫӑ» ҫамрӑк ӑрӑвӑн «йывӑҫне тасатсах, ырӑ тӗслӗхсемпе шӑварсах» тӑчӗ (Алексей Стаханов, Валенина Гаганова, С.К.Коротков тата ыт. те).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Территорине те тасатсах тӑмалла, япала турттармалла, кирлӗ ҫӗре илсе ҫитермелле тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Районта ҫитӗннӗ хӑмла ҫӗршывӗпех саланать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9117-rajonta ... kh-salanat

Сывлӑха, ҫавӑн пекех сӑн-пит илемне упраса хӑварас тесен, кашни кунах ҫак ансат ӗҫсене туса пымалла: пит-куҫа, ӳт-пӗве, ҫӳҫе таса тытмалла, тумтире, хӑвӑр пурӑнакан, ӗҫлекен ҫуртсене ҫуса тасатсах тӑмалла.

Чтобы сохранить здоровье, а следовательно и свою красоту, надо каждый день выполнять элементарные правила гигиены: заботиться о чистоте своего тела, зубов, волос, а также своей одежды, и конечно, жилища и рабочих помещений.

Косметика // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Кил хуҫи хӗрарӑмӗ е ӑна пулӑшакансем сӗтеле майласах, шӑлса тасатсах, апат-ҫимӗҫ лартсах тӑраҫҫӗ.

Конечно, за ним нужно следить, время от времени прибирая его и пополняя закуски.

7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Тасатсах кайнӑ-ҫке тенӗ сӑмах пурпӗрех пӗрре пулать ӗнтӗ.

Все равно скажут, мол, подчистую все забрал.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

2. Ҫырли пулман туратӑма Вӑл кирек хӑшне те касса пӑрахать; ҫырли пулаканнине кирек хӑшне те, ҫимӗҫӗ тата нумайтарах пултӑр тесе, тасатсах тӑрать.

2. Всякую у Меня ветвь, не приносящую плода, Он отсекает; и всякую, приносящую плод, очищает, чтобы более принесла плода.

Ин 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

ГЛПСпа чирлес мар тесен ҫакна манмалла мар: ҫын чирленӗ вырӑнта шӑшисене пӗтермелле; канмалли учрежденисенче шӑшисем кӗмелле мар мероприятисене туса пымалла, вӗсем йӗри-тавра канавсем, шӑшисене пӗтерекен нумай вӑхӑта пыракан точкӑсем пулмалла; ялсене тирпей-илем кӗртмелле, вӗсене тасамарлӑхран тасатсах тӑмалла; учрежденисемпе организацисен шӑшисене пӗтерекен организацисемпе килӗшӳсем тумалла; пӳлӗме тасатса тирпейленӗ чухне тутапа сӑмсана хӳтӗлеме йӗпетнӗ маска тӑхӑнмалла; пур чухне те апат-ҫимӗҫе шӑшисем вараласран сыхламалла, апат ҫиес умӗн алӑсене яланах ҫумалла; ҫӗр ҫинчен пуҫтарнӑ мӑйӑрсене ҫӑвара хыпса катмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Шăши чирĕнчен асăрханар // Р. ДАНИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех