Шырав
Шырав ĕçĕ:
тасатсассӑн (тĕпĕ: тасат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫсенче, лашасене тасатсассӑн, вӗсем витесем патне пӗр ҫаврӑмӑн пуҫтарӑнса тӑратчӗҫ те, хӗрлӗ пуҫлӑ пӗчӗк казак тӑрткаланса тӑракан ҫӳҫне силлесе илсе ҫинҫе сасӑпа пӑхӑр труба пек юрлама тытӑнатчӗ; хӑйне-хӑй хытарса, тӑсӑлса тӑрса, хуллен лӑпкӑ Дон ҫинчен, кӑвак Дунай ҫинчен хурлӑхлӑ юрӑ пуҫласа яратчӗ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
4. Ҫӳлхуҫа сут сывлӑшӗ-хӑвачӗпе, вут-ҫулӑм сывлӑшӗ-хӑвачӗпе Сион хӗрӗсен ирсӗрлӗхне ҫуса тасатсассӑн, Иерусалим хутлӑхӗнчи юна тасатсассӑн, 5. Ҫӳлхуҫа пӗтӗм Сион тӑвӗ тӗлӗнче, халӑх пухӑвӗсем тӗлӗнче кӑнтӑрлахи вӑхӑтра пӗлӗт, ҫӗрле вара тӗтӗм те ялкӑшакан вут-ҫулӑм ҫути тытса тӑрӗ: ӗнтӗ пурин те хӳтлӗх пулӗ.
Ис 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Эпӗ юр шывӗпе ҫӑвӑнсассӑн та, аллӑма ҫуса тасатсассӑн та, 31. Эсӗ мана пурпӗрех пылчӑка путарӑн, вара хамӑн тумтирӗм хамран йӗрӗнӗ.
Иов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Сӑваплӑ вырӑна, пуху чатӑрне тата парне вырӑнне тасатас йӗркене туса ҫитерсессӗн [тата священниксене тасатсассӑн], вӑл чӗрӗ качака таки илсе пырӗ, 21. Аарон хӑйӗн икӗ аллине чӗрӗ качака таки пуҫӗ ҫине хурӗ те ун тӗлӗнче Израиль ывӑлӗсен мӗнпур йӗркесӗрлӗхне, вӗсен мӗнпур усал ӗҫне, вӗсен мӗнпур ҫылӑхне каласа асӑнӗ, ҫавсене качака таки пуҫӗ ҫине хурӗ те ӑна ятарласа чӗнтернӗ ҫынпа пушхире кӑларса ярӗ: 22. качака таки вара вӗсен мӗнпур йӗркесӗрлӗхне хӑй ҫинче ҫын ҫӳремен ҫӗре илсе кайӗ; ҫав ҫынни качака такине пушхире ярса хӑварӗ.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1