Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тасатмалли (тĕпĕ: тасат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем хӑйсен ҫемйисемпе йывӑҫ лартмалли тата территорисене тасатмалли акцисене хастарлӑн хутшӑнаҫҫӗ.

Целыми семьями они участвуют в акциях по посадке деревьев и уборке территории.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Тасатмалли сооруженисем тумалли проект хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Округ центрӗнче тасатмалли сооруженисем тӑвас ыйту та чылайранпа тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Петӗр шӑл тасатмалли порошокпа шуратнӑ туфлипе, шурӑ кӗпепе, шурӑ шӑлаварпа тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хальхи вӑхӑтра пирӗн округ центрӗнчи тасатмалли сооруженисен проекчӗ пур, — пӗлтерчӗ округ пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусем ҫине хуравсем тулли пулчӗҫ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%8b%d0%b ... %97%d2%ab/

Кӑҫал округ центрӗнчи водопровод сетьне тата тасатмалли станци реконструкцийӗн проект ӗҫӗсене 27 миллион тенкӗллӗх туса хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусем ҫине хуравсем тулли пулчӗҫ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%8b%d0%b ... %97%d2%ab/

Икӗ кӗпе, носки, ал шӑлли, супӑнь, шӑл тасатмалли щетка.

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Комсомольски ялӗнче шыв сечӗсене реконструкци туса шыв тасатмалли 8 станци вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленччӗр, ялсем илемленччӗр // Владимир Акчурин. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d2%ab%d3%9 ... %bb%d0%b5/

Промышленноҫ калӑпӑшӗнче апат-ҫимӗҫ ҫумалли техника, ҫӑмарта, пахча-ҫимӗҫе тасатмалли хатӗрсем кӑлараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«АБАТ» промышленность технопаркӗ уҫӑлма хатӗрленет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=iSGglSppTqo

Канашлура 2025-мӗш ҫулччен тата 2030-мӗш ҫулччен шыва тасатмалли сооруженисен строительствин концепцин проекчӗпе те паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шыв ыйтӑвне татса парасшӑн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60450

Чӑваш Республикин территорийӗнче шывсене тасатмалли сооруженисене тӑвассипе хастар ӗҫе пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Раҫҫей 24» эфирта – Чӑваш Ен ҫирӗп аталанӑвӗ ҫинчен // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/28/racc ... ave-cinche

Эсир поселокӑн тусанлӑ урамӗнче матраспа минтерсем ҫӗклесе утнӑ чухне-ши е магазинта шӑл тасатмалли пастӑпа супӑнь туяннӑ чух?

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ҫакӑн пек походра Павлуша мана «Мятный зубной порошок» — тесе ҫырнӑ шӑвӑҫ сунтӑх парнелерӗ тата шӑл тасатмалли щетка.

Куҫарса пулӑш

Хуралчик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫавӑн пекех вӑл тасатмалли сооруженисем тунӑ чухне документсемпе шыв Вӑрнарта тата та хаклӑрах пулма пултарнине, калаҫуллӑ тавлашусем хыҫҫӑн ӑна пӗчӗклеттерме май килнине аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Мӗнех, килте, общежитире, пахалӑхне тавӑрса, ку сахӑра шӑл тасатмалли щеткӑпа сӑтӑрса, марльӑпа шӑлса, уф! уф! вӗрсех тасатма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Малалла вырӑнти ҫул-йӗре тытса, пӑхса тӑрас, халӑха ӗҫмелли шывпа тивӗҫтерес, центрта тасатмалли сооруженисем тӑвас ыйтусем ҫинче те чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле тӑрӑшмаллине палӑртрӗҫ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d0%bf%d1%8 ... %97%d2%ab/

«Атӑла сыватас» регион программипе килӗшӳллӗн «Экологи» наци проектне тӗпе хурса Пӑрачкав салинче ҫӗнӗ тасатмалли сооружени хута янӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӑрачкав салинче тасатакан сооруженисен ҫӗнӗ комплексне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/03/para ... sen-cene-k

Шупашкарта пурӑнакан 12 ҫулти Володя Майоров юр тасатмалли машинӑпа ярӑнса курма ӗмӗтленнӗ.

12-летний житель Чебоксар Володя Майоров мечтал покататься на снегоуборочной машине.

12-ри Володьӑн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ: вӑл юр тасатакан машинӑпа ярӑнса курнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33837.html

Пуҫӗнче кепки ҫук, тӑрмаланнӑ ҫӳҫӗ мӑрье тасатмалли мӗлке пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Чӑваш Республикинчи шывсене тасатмалли сооруженийӗсене йӗркелесе янӑранпа 55 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура кун пирки пӗлтернӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре шывпа тивӗҫтермелли инвестицисен калӑпӑшне ҫичӗ хут пысӑклатнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/11/chav ... icisen-kal

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех