Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ут тарӗн шӑрши сӑмсана кӑтӑклать.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Унтан темле чечексен тутлӑ та ҫирӗп шӑрши кӗретчӗ, лаша тарӗн шӑрши унпа темле хутшӑнса тӑратчӗ.От неё исходил сладкий, крепкий запах каких-то цветов, с ним странно сливался запах лошадиного пота.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Витере лашасем кукалени илтӗнет, тикӗтленӗ ут таврашӗпе тислӗк, лаша тарӗн шӑрши сӑмсана кӗрет.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Курасчӗ сан тарӗн типовой проектсене — хурлӑх…
19 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Хуҫа арӑмӗ вӗсене йывӑр ҫӑм кӗҫҫе пачӗ, кӗҫҫинчен сурӑх тарӗн шӑрши кӗрет.Хозяйка дала им тяжелый, сбитый из шерсти ковер, от которого несло овечьим потом.
II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Тӑкӑрлӑкра тусан, мӑян курӑкӗпе лаша тарӗн тӑкӑскӑ шӑрши кӗрет.Пахло на проулке пресным запахом пыли, лебедой и конским потом.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫынсенчен, шинельсемпе ҫар хатӗр-хӗтӗрӗсенчен лаша тарӗн йывӑр шӑрши ҫапать.От людей, от шинелей и снаряжения исходил густой запах конского пота.
XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Аякра та мар тимӗрленӗ урапа кустӑрмисем килӗшӳллӗ те пӗр тикӗс сасӑпа кӑлтӑртатса кусрӗҫ, утсем тулхӑрса кӗҫенчӗҫ, ҫын сассисем янӑрашрӗҫ; сӑмсана ҫӑкӑр, утӑ, лаша тарӗн шӑршисем кӑтӑклантарчӗҫ.
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тата мӗн тери юттӑн курӑнчӗ ҫак тӑнӑҫ лару-тӑрура вӑл хӑй, — лашинчен пӗр талӑклӑха уйрӑлнӑ, салтак пурнӑҫӗпе лаша тарӗн, походсемпе чӗн амуницин ӑша лӗклентерекен йӳҫӗ шӑрши витӗр каснӑ юланутҫӑ…
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Картишӗнче сарайсен хӗрсе кайнӑ тимӗр ҫивиттийӗсен вӗри шӑршипе этем тарӗн йӳҫек шӑрши кӗрет.Во дворе жарко пахло раскаленными железными крышами сараев и людским едким потом.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Лашапа вӑкӑр тарӗн, урапасен хӗвелпе хӗрсе вӗриленнӗ йывӑҫӑн, килти ӑпӑр-тапӑрпа урапа тикӗчӗн шӑрши кӗрет.Пахло конским и бычьим потом, нагретым деревом бричек, домашней утварью, коломазью.
LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Утсем ҫуркуннехилле айкашса выляма тапратрӗҫ, вӗсем ҫинчен йӑптӑх ҫӑмӗ тӑкӑнчӗ, лаша тарӗн шӑрши сӑмсана хытӑрах пырса ҫапрӗ.По-весеннему яровито взыгрывали кони, сыпался с них линючий волос, резче колол ноздри конский пот.
XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӳрт ӑшчикки тӳрех салтак пурнӑҫӗн наркӑмӑш пек йӳҫек сывлӑшӗпе, этем тарӗн, табакӑн, йӳнӗ супӑньпе пӑшал ҫӑвӗн уйрӑлми хутӑшса кайнӑ шӑршипе, — инҫетри ҫулсен шӑршипе тулса ларчӗ.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗриленсе кайнӑ йӗнер сӑранӗпе лаша тарӗн тӑкӑс шӑрши.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Арҫын тарӗн, пӗр-пӗринпе ҫӑттӑн ларакан кӗре кӗлеткесен, пирус тӗтӗмӗн шӑрши-маршипе ҫӗр хута ӳкнӗ сывлӑмӑн ӳсӗртсе яракан тӑварсӑр шӑрши сарӑлнӑ.
XXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Утсем тулхӑрни, баркӑсем хӗнтӗртетни илтӗнет, ҫав енченех лаша тарӗн шӑрши хумлӑн-хумлӑн вӑркӑшса килет.Пофыркивали лошади, громыхали барки, даже запах конского пота доносило оттуда.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Калединран арҫын тарӗн уксус пек йӳҫек шӑрши ҫапать.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сергей буркӑпа чӗркенсе ӑшӑннӑ, буркӑран сурӑх тарӗн шӑрши кӗнӗ.
XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тахӑшӗ йӗнер ҫине пырса ларнӑ Бунчука чӗлӗм тӗтӗмӗпе лаша тарӗн шӑрши ҫапнӑ пысӑк аллипе питӗнчен хыпашласа пӑхрӗ, хӑркӑлтатса тухакан хулӑн сасӑпа ыйтрӗ:
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫил пӑшал тарӗн армути тусанӗ пек тӗссӗр кӑвак тӗтӗмне варкӑштарса хӑвалать.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
- 1
- 2