Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарӗ (тĕпĕ: тар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗртен-пӗр эндемиклӑ сӗтпе ӳсекен чӗрчун — тухӑҫ-гималай тарӗ (Hemitragus jemhalicus schaeferi).

Единственное эндемичное млекопитающее — восточно-гималайский тар (Hemitragus jemhalicus schaeferi).

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Поэзи — шырав, кӗретӳ, ӑмӑрту, Ача йӑл кулли, гени тарӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

— Перӗ те тухса тарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫак пархатарлӑ шӗвекӗн сиплӗ сӗткенӗ чун тарӗ пек сӑрхӑнса пуҫтарӑннӑ: эпир ҫӑлтӑрсен ҫутинче утни те, тараса шӑлтӑрмин юрри те, ман алӑсен вӑйӑм-сулӑмӗ те — пурте пӗрлеччӗ пулас унта.

Она родилась из долгого пути под звездами, из скрипа ворота, из усилий моих рук.

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Лаша тарӗ, сӳсмен-йӗнерчӗк шӑршине хӑнӑхнӑ Павӑл.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ҫу-ук, — тарӗ те, ыратакан чавсине сылтӑм алӑпа тытса, алӑкӑн-тӗпелӗн утса ҫаврӑнчӗ Укахви.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Унта Гена, ыйхӑран вӑрансан, хӑранипе пӳртрен тухса тарӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хӗре ҫапла пӗр-пӗр сӑмах калӑн та, сӑмаху килӗшмӗ — хӗр вара пӑрахӗ те тарӗ ҫумӑнтан.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Унӑн хусахӗсем вара хӑйсене валли вунпӗр пӑт пӑшал тарӗ тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫамки тӑрӑх мухмӑр тарӗ юхать.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Чӳрече тарӗ те, пуртӑ тарӗ те сӗрсе пӑхрӑм — пулӑшмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ чӗрӗлсен // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Ялкора ҫеҫ чарма пулать, — хӗрӳленчӗ Улаев, — чӗнтер те ху патна — пӑскӑрт тарӗ тухиччен.

Куҫарса пулӑш

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

Тыр-пула сывлӑм мар, хресчен тарӗ шӑварать, тетчӗ атте.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫамки ҫине тапса тухнӑ асап тарӗ ҫеҫ тумламӑн-тумламӑн ҫӗре ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах та Уҫӑпне, районтисемпе калаҫса татӑлмасӑр, киле яма юрамасть — вӑл ялтан каллех тухса тарӗ те — шыра вара.

Куҫарса пулӑш

Хӑтарнӑ хыҫҫӑн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кашни пӗрчӗре - хресченӗн тарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырма ҫитет, уй-хире чӗнет... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11113-vy ... ire-ch-net

Халиччен тарҫӑ ҫак усал шӑрша асӑрхасах та кайман, туйсан та туйман пек пулнӑ, халӗ Сарье сӗртӗннӗ-сӗртӗнмен хӑйӗнчен хӑй вӑтанса тӑрать: унран тӳрех лаша тарӗ шӑрши перет иккен.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл пӗлекен варсемпе лупашкасенчен мӑн ҫын мар, ача тухса тарӗ.

А ведь кто-кто, а уж он-то знает все овражки в округе, и все они такие мелкие, что любой мальчонка из них вылезет без труда.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шӑнса вилекен ҫыннӑн чун тарӗ тухать тет иккен.

Говорят, у замерзающего человека душевный пот выходит, оттого ему и жарко.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӑварне хӑй тарӗ юхса кӗнине сиссен тин вӑл ҫанни вӗҫӗпе ҫамкине шӑлса илет.

Почувствовав на губах соленую влагу — пот давно струился по его лицу, — он машинально вытер лоб рукавом и сказал себе решительно.

Ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех