Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем, ӑншӑрт тытнӑ ҫынсем пек тарӑхнӑскерсем, ҫак самантра кунти тутар княҫӗсене те, Хусанти мӗн пур халӑха та темӗн те пӗр каласа тӑкма, ҫӗр ҫинчи чи усал сӑмахсемпе вӑрҫма пултаратчӗҫ пулӗ, хӑйсем те васканӑшӑн, виҫӗ кӗлмӗҫе ыйтнӑ-ыйтман шӗкӗр хулана янишӗн ӳкӗнсе ҫакӑнтах ҫӗр айне анса кайма хатӗрччӗ-тӗр.
13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Час-часах ҫапла та пулкалать тата: француз сӑрласа хӑварнӑ эрешсене пӑхса киленсе тӑнӑ хушӑра ҫак хӗр хӑйне хӑй манса тӗлӗрсех каять, вара кил хуҫи хӗрарӑм тата хӑйӗн хӗр-тусӗсем тарӑхса кӑшкӑрашнисене те илтмест; ун пек чухне лешсем, мухмӑрпа анӑрашса тарӑхнӑскерсем, кушаксем хура курак ҫине сиксе ӳкнӗ пекех, хӗр ҫине пырса тӑрӑнаҫҫӗ, ҫакна хайхи лӑскаса тӑкаҫҫӗ, унӑн ӳчӗ-пӗвӗпе зал урайӗнчи пылчӑк-тусана шӑлӑнтарса тухаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Пурте фонтан патне пуҫтарӑннӑ, унтан, ҫакӑннӑ ҫын ҫинчен пӗлсен, вӗсем, тарӑхнӑскерсем, салхуллӑскерсем, ҫав виле тавра кӑткӑсем пек кӗпӗрленме пуҫланӑ.
XXII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Пӗр вӗҫӗмсӗр походра пулнипе халтан кайнӑ, шӑммисене витериччен шӑнса кӳтнӗ казаксем, — хӑйсемшӗн, лаптасемшӗн, ҫул ҫинче тӳссе курнӑ нушасемшӗн чӑтма ҫук тарӑхнӑскерсем, улӑм витнӗ ҫуртсен тӑррисене сӳтеҫҫӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Конвойнӑй нимӗҫсем вара, ҫав тери хытӑ тарӑхнӑскерсем, колоннӑран вунӑ ҫынна туртса кӑларчӗҫ те, вӗсене ҫул хӗрринче персе пӑрахса, колоннине малалла хӑваласа кайрӗҫ.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Полк дамисем, лешӗ хӑйсем ҫине пӑхсах кайманнипе чунӗсенче тарӑхнӑскерсем, йӗрӗнсерех калаҫатчӗҫ вара, Рафальский патӗнче пулакансене ӑнланмаҫҫӗ-мӑн, унта пулма май та ҫук: «Ах, мӗнешкел ирсӗрлӗх вӑл, ҫав тискер кайӑксем!
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
- 1