Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарӑхнипе (тĕпĕ: тарӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тарӑхнипе вӑл Венюка пӗррех кӑкӑрӗнчен чышрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Тарӑхнипе Хӗлипе хӑтӑрса пӑрахрӑм:

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Юлашки вӑхӑтра ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑраймасӑр тарӑхнипе куян куҫӗ пек хӗрелнӗ куҫӗсем Ҫимун ҫине сиввӗн тӑрӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тарӑхнипе вӑл урай варне ларса ӳлесе макӑрса ярать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӑшӑрханнипе, тарӑхнипе сӑмах каласшӑн — калаймасть.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ирина тарӑхнипе хӗрсе кайрӗ: хӑҫанччен вӑл паракан сӗнӳ-канаша тата тӗрӗс пурнӑҫлама ыйтнине пуш сӑмах та сӳпӗлтетӳ вырӑнне, асӑрхаттарнине — кулӑша хурса йышӑнма пӑрахаҫҫӗ!

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

«Вӑл эпӗ ҫак пӑрӑс-кашта тӑрӑх утма пултараймастӑп тесе шутлать, — тарӑхнипе шуралса кайса ӑнланса илчӗ Ирина.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Эпӗ чӑтаймарӑм, пӗрре хурланнипе, тепре тарӑхнипе ахӑлтатсах кулса ятӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗр самантрах… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 6–7 с.

Ҫтаппан тарӑхнипе алӑ сулать те каялла хӑпарса каять.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тарӑхнипе туяпа хӑмсартӑм та, ашшӗсем патне тухса тарчӗ.

Куҫарса пулӑш

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тарӑхнипе арӑма та, сана та, хама та курайми пулса ҫитрӗм.

Куҫарса пулӑш

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ашшӗ-амӑшӗ вӗрентнӗ ӗнтӗ шуйттан ҫурине, — тарӑхнипе вӗттӗн-вӗттӗн чӗтрерӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пире вӗлерме илсе каяҫҫӗ, никам та сас кӑлармасть, — Нюҫҫа тарӑхнипе пӗшкӗнсех ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле, тарӑхнипе хӗрелсе кайнӑскер, калаҫмарӗ урӑх.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пыр апла, хӑв тӑр сунтал умне, — Подоприхин хытӑ тарӑхнипе сывлайми пулчӗ, ӳсӗрме пуҫласа сак ҫине кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюшӑн хура сухалпа витӗннӗ пичӗ тарӑхнипе пушшех хуралса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрарӑм хытӑ тарӑхнипе ним те чӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫтаппан тарӑхнипе карттусне хывса ҫӗр ҫумне ҫавӑрса ҫапать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тарӑхнипе Пӗчӗк принцӑн питне шурӑ сӑн ҫапрӗ.

Маленький принц даже побледнел от гнева.

VII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Эсир… эсир манпа мӗнле шӳтсем тӑватӑр вара? — тарӑхнипе, ҫилленнипе антӑхас патне ҫитсе ыйтрӗ Филонов.

Куҫарса пулӑш

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех