Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарӑхатӑп (тĕпĕ: тарӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темиҫе кун хушши тарӑхатӑп.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ман ҫинчен вӗсем пӗлмеҫҫӗ — Тарӑхатӑп читлӗхре.

Куҫарса пулӑш

2 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Арӑм ҫав териех путсӗр пулнишӗн тарӑхатӑп эпӗ, — хурланчӑклӑн каларӗ Изамбаев.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пӗлместӗп мӗншӗнне, эпӗ хама мӗн ачаранах тарӑхатӑп.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Пӗр шӑтӑк та ҫук вӗт-ха, пулсан — пӗрер татӑк ҫӑкӑр чиксе парӑттӑм ҫав шӑтӑкран, — тарӑхатӑп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пичче каланипе эпӗ калама ҫук тарӑхатӑп.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ йӗме чарӑннӑ, анчах хамӑн ӗмӗт татӑлнӑшӑн тата Шӗшлӗ мана хӗненӗшӗн, кунта илсе килнӗшӗн питӗ тарӑхатӑп.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ кӗпене кӑкӑр ҫумне чӑмӑртанӑ та ҫурма ҫарамас тӑратӑп, ҫав тери тарӑхатӑп, мӗншӗн тесен манӑн тӑрӑшуҫӑсем кӑшкӑрашнӑран, ахӑлтатса кулнӑран халӑх пӗр кӗтӳ килсе тулчӗ, паҫӑртанпах пӗр-пӗринпе хӗрӳллӗн сӳтсе яваҫҫӗ — «мӗскер унта?» — эпӗ вара унталла-кунталла ҫаврӑнкалатӑп, йӗкӗлтевҫӗсене куҫӑмсемпе сире-сире ывӑтатӑп.

Я стоял, прижимая к груди рубашку, полуголый, и был так взбешен, что крики и хохот пестунов моих привлекли кучу народа и давно уже шли взаимные, горячие объяснения — «в чем дело», — а я только поворачивался, взглядом разя насмешников.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Паллах, тарӑхатӑп хӑш чух, пӗр-пӗр йӑкӑл-якӑл вӗҫсе килет те, ӑна хисеп тума тытӑнаҫҫӗ.

Конечно, обидно, когда прилетят какие-то вертопрахи и им начинают оказывать всякий почет.

III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.

Эпӗ унӑн туйине илсе парас терӗм, анчах ҫыхса лартнӑ алӑсем лайӑх тыткатаймаҫҫӗ, эпӗ хам нумай мӗшӗлтетнӗшӗн тарӑхатӑп, вӑл мантан ҫӳлте тӑрса хуллен кулать:

Я хотел поднять костыль, но забинтованные руки действовали плохо, я долго возился и досадовал, а она, стоя выше меня, тихонько смеялась:

II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

«Эпӗ, Иван Белограй, Сталинградран Берлина ҫитнӗ ҫын; эпӗ — ҫак аслӑ ҫула хамӑн юнпа, тарпа йӗпетнӗ ҫын, эпӗ, Иван Белограй, ҫар ҫынни пулмах ҫуралнӑ ҫын, мӗн тери ухмах эп, мӗн пирки демобилизаципе таврӑнтӑм-ха, эпӗ ҫакӑн пек айван ӗҫшӗн халь чун-чӗререн тарӑхатӑп…»

«Я, Иван Белограй, прошедший от Сталинграда до Берлина, я, поливший своею кровью и потом этот великий путь, я, Иван Белограй, военный до мозга костей, я, дурак этакий, демобилизовался, в чем теперь горько раскаиваюсь…»

10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Эпӗ хам тӑрук хыпӑнса ӳкнӗшӗн тарӑхатӑп, алӑри кӗреҫене пӑрахнӑшӑн тарӑхатӑп.

Мне досадно, что я так вскинулся, досадно, что бросил лопату.

24 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Хама ҫапла ӗнентернӗ эпӗ, ҫавах та ҫак таранчченех ӑна тарӑхатӑп, кӑна йышӑнма хал ҫитмест манӑн, хамӑн чурӑс кӑмӑла парӑнтараймастӑп.

Это так ты убеждал самого себя, не в силах признаться, что все еще сердишься на нее, что все еще не можешь переломить свой упрямый характер.

Турат ҫинчи сливӑсем // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 184–189 с.

Ӗҫе епле япӑхтарса ятӑн!» тесе тарӑхатӑп.

До чего дело допустил!»

Раштав каҫӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 156–171 с.

Пуринчен ытла нимӗҫсемшӗн тӑрӑшнӑшӑн Олексий ҫине тарӑхатӑп эпӗ: «Ах, эсӗ, чунилли, — тетӗп, — алла кӑна лек-ха, грушӑсем кӑтартнӑ пулӑттӑм эпӗ сана!» — тетӗп.

И пуще всего зло мне на этого Олексия, что для немцев старается: «Ах ты, — думаю, — иуда скариотская, только б мне до тебя добраться, я б тебе показал грушки!»

Раштав каҫӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 156–171 с.

Тухрӑм урама — ҫӳретӗп, тарӑхатӑп

Вышел на улицу, хожу, досадно мне…

IX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Эпӗ ӑна пӳлетӗп, чарӑна пӗлмесӗр сӑмах ҫаптаратӑп, тарӑхатӑп

Я его перебиваю, жарю без конца, возмущаюсь…

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Хӑшпӗр чухне тарӑхатӑп: старик-и-мӗн эсӗ?

А иной раз зло разбирает: старик ты, что ли?

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Кам мӗнлине пӗлместӗп, анчах мана вӗлернӗ пек, эпӗ хам ӑшӑмра кӑшкӑратӑп, тарӑхатӑп; эпӗ макӑратӑп, шӑпланма та пултараймастӑп…

Не знаю, кто и как, но меня как будто убивают, и внутренне я кричу и возмущаюсь; я плачу и не могу молчать…

XVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӑл пирӗн пата килсе ларать те тимлӗн итлет, хӑй вара чӑрманмасть, хӗвӗшмест, эпӗ ун ҫине пӑхатӑп, манӑн кӑмӑл тулать — ҫавӑ ҫеҫ; вӑл тухса кайсан, эпӗ ун сӑмахӗсене пӗтӗмпех аса илетӗп те хама хам тарӑхатӑп, ҫӗткеленетӗп… мӗншӗнне хам та пӗлместӗп.

Когда он приходит, и сидит и слушает внимательно, а сам не старается, не хлопочет, я гляжу на него, и мне приятно — но только; а когда он уйдет, я всё припоминаю его слова и досадую на себя и даже волнуюсь… сама не знаю отчего.

XVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех