Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарӑттӑм (тĕпĕ: тар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ура салтса тарӑттӑм эп унран, меммерен!

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кӑшт паттӑртарах пулсан эп санпа тухӑттӑм та тарӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хам ӑшран таҫта тухса тарӑттӑм — тарма ҫук.

Так бы и убежал от себя, а как убежишь?

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эпӗ сиксе тухӑттӑм, хамӑн вӑйӑм ҫитнӗ пулсан, чупса тарӑттӑм, анчах чӗре те, урасем те, аллисем те хама итлеми пулчӗҫ.

Я бы выскочил и бросился бежать, если бы у меня хватило сил, но сердце мое и ноги и руки сразу отказались мне служить.

XI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Тарӑттӑм эпӗ вӑл пурнӑҫран, ҫаврӑнса та пӑхмӑттӑм, — мӗне те пулин ӑнлансассӑн, ҫав тери кичем пулса тӑрать!

Бежала бы я от нее да и не оглянулась, — такая тоска, когда что-нибудь понимаешь!

XVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

— Гаммӑсем пулсан, эпӗ тахҫанах тухса тарӑттӑм, — сасӑ панӑ кӗҫӗн Спруде.

— Если бы гаммы, я бы давно убежал, — отозвался Спруде младший.

Вӑтӑр иккӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

— Эпӗ пӑрахӑттӑм та тарӑттӑм, ҫавӑ ҫеҫ.

— Ну, я бы не вытерпел, взял бы и убежал.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех