Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарҫӑмсене (тĕпĕ: тарҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
13. Эпӗ хамӑн тарҫӑмсене — арҫын-и вӑл, хӗрарӑм-и — кӳрентернӗ пулсассӑн, вӗсенӗн ӳпкевне вырӑна хуман пулсассӑн, 14. Турӑ хама хирӗҫ тӑнӑ чухне мӗн тӑвӑттӑм-ха эпӗ?

13. Если я пренебрегал правами слуги и служанки моей, когда они имели спор со мною, 14. то что стал бы я делать, когда бы Бог восстал?

Иов 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Шӑматкун нимӗнле ҫӗклем те хулана ан кӗрейтӗр тесе хам тарҫӑмсене те хапхасем умне тӑратрӑм.

И слуг моих я ставил у ворот, чтобы никакая ноша не проходила в день субботний.

Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Давид унта хӑйӗн ҫыннисене — вунӑ яш ачана — янӑ, яш ачасене вӑл ҫапла каланӑ: Навал патне Кармила хӑпарӑр та ӑна ман ятӑмран саламлӑр 6. тата ҫапла калӑр: «[сывӑ-и?] сана, санӑн килне, санӑн мӗн пуррине пурне те тӑнӑҫлӑх пултӑр; 7. эсӗ сурӑх ҫӑмӗ касни ҫинчен илтрӗм эпӗ. Акӑ санӑн кӗтӳҫӳсем пирӗн таврарах ҫӳрерӗҫ, эпир вӗсене кӳрентермерӗмӗр, вӗсем Кармил тӑвӗ ҫинче ҫӳренӗ вӑхӑтра вӗсен нихӑҫан та нимӗн те ҫухалмарӗ; 8. тарҫусенчен ыйт-ха, вӗсем те ҫапла калӗҫ; эппин, манӑн тарҫӑмсене кӑмӑл тусам: эпир ырӑ сунса килтӗмӗр; хӑвӑн чурусене тата Давид ывӑлна хӑвӑн аллу мӗн пама пултарнине парсамччӗ» тейӗр, тенӗ.

5. И послал Давид десять отроков, и сказал Давид отрокам: взойдите на Кармил и пойдите к Навалу, и приветствуйте его от моего имени, 6. и скажите так: «[здравствуй,] мир тебе, мир дому твоему, мир всему твоему; 7. ныне я услышал, что у тебя стригут овец. Вот, пастухи твои были с нами, и мы не обижали их, и ничего у них не пропало во все время их пребывания на Кармиле; 8. спроси слуг твоих, и они скажут тебе; итак да найдут отроки благоволение в глазах твоих, ибо в добрый день пришли мы; дай же рабам твоим и сыну твоему Давиду, что найдет рука твоя».

1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Вооз вара Руфе каланӑ: итле-ха, хӗрӗм, пучах пухма урӑх ана ҫине ан кай, кунтан ан кай, ҫакӑнта манӑн хӗрарӑм тарҫӑмсемпе пӗрле ҫӳре; 9. санӑн куҫу умӗнче вӗсем выракан ана пултӑр, вӗсем хыҫҫӑн ҫӳре; эпӗ тарҫӑмсене хытарсах каларӑм: вӗсем сана тивмӗҫ; ӗҫессӳ килсессӗн манӑн тарҫӑсем ӗҫекен савӑтран ӑсса ӗҫ, тенӗ.

8. И сказал Вооз Руфи: послушай, дочь моя, не ходи подбирать на другом поле и не переходи отсюда, но будь здесь с моими служанками; 9. пусть в глазах твоих будет то поле, где они жнут, и ходи за ними; вот, я приказал слугам моим не трогать тебя; когда захочешь пить, иди к сосудам и пей, откуда черпают слуги мои.

Руфь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех