Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарҫӑ сăмах пирĕн базăра пур.
тарҫӑ (тĕпĕ: тарҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӑхӑтра тарҫӑ укҫипе оборот туса тепӗр виҫӗ тарҫӑ тытма ытлашшипех укҫа пулать.

Куҫарса пулӑш

Шӳтсем // Капкӑн. «Капкӑн», 1928. — 2№ — 3,6,13,14, с.

Тӳррипе каласан, атте хӑйӗн хыттине пула тарҫӑ тытмасӑр, пире, килтисене, тарҫӑ вырӑнне тыткалама хатӗр.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Арӑмӗ ҫине ним шутламан пек пӑхрӗ те тарҫисемпе калаҫма хӑнӑхнӑ сассипе: — Мӗн килӗшмелли пур ман унпала? Эпӗ — хуҫа, вӑл — ҫара ҫерҫи. Паян эпӗ унӑн ҫунатне касса ятӑм ҫеҫ, ыран вӑл та манӑн тарҫӑ пулӗ, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тарҫӑ вӑл — тарҫӑ.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тарҫӑ вӑл тарҫӑ полтӑр.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл ахаль тарҫӑ мар, тен, вуҫех те тарҫӑ мар вӑл, ун чул ҫын тӗнче касса ҫӳренине курман эп, темӗн вӑрттӑнлӑхӗ пур ун пурнӑҫӗнче тет сан пирки.

Говорит, он не простой работник, а может, и вовсе не работник, не зря он весь свет исколесил, тайна в его жизни какая-то есть.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Элексантӑр «атте» те тарҫӑ ав — турӑ тарҫи.

Если разобраться, даже сам отец Александр раб, правда, божий.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«…тарҫӑ пулас тесен — тарҫӑ».

— …захотите рабами — станете рабами.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Элентей вырӑнне урӑх тарҫӑ тупасси ҫинчен алманчӑ темиҫе хутчен те шутласа пӑхнӑ, анчах та ку таранччен тарҫа илме юрӑхлӑ ҫын тупайман.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пирӗн тарҫӑ Салли ирчченех пулмасть, пирӗн вара урӑх тарҫӑ ҫук.

 — Наша прислуга Салли ушла на всю ночь, а другой прислуги мы не имеем.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Тарҫӑран карҫинккана сырпа улма-ҫырла, консервсемпе канфетсем, вун икӗ кӗленче хума ыйтрӗҫ; тарҫӑ ҫакна Безант автомобильне кайса лартрӗ, унтан туслӑ йыш ҫул ҫине тухрӗ, унта сад-пахча хушшинче — Леклей шантарнӑ Розитӑпа Мерседес ҫурчӗ.

Слуге было наказано уложить в корзину сыр, фрукты, консервы, конфеты и двенадцать бутылок; затем все это слуга снес в автомобиль Безанта, и компания отправилась на шоссе, среди садов которого находился дом с обещанными Леклеем Розитой и Мерседес.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫӗнӗ тарҫӑ, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ сӗмсӗр каччӑ, ун патне пырасшӑнччӗ ӗнтӗ, анчах Кишлот: «Тиррей граф!» — тесе кӑшкӑрнине илтсен Давенант хӑйӗн умӗнхи тарҫӑ иккенне тӗшмӗртрӗ, ун пирки повар канӑр юптару хайланӑ ахӑр.

Новый слуга, рыжий, матерый парень, подошел было к нему, но, услышав восклицание Кишлота: «Граф Тиррей!» — догадался, что это его предшественник, о котором повар уже сочинил роскошные басни.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Сӑпайлӑх туйӑмне пӑхӑнма кирлӗрен, нимӗн асӑрхаманҫи пулса, эпӗ айккинелле кайса тӑтӑм; пӳлӗмри тарҫӑсем вара ҫывӑхарах пычӗҫ те ватӑ тарҫӑ ҫине ырланӑн пӑхкаларӗҫ.

По невольному чувству деликатности, как будто ничего не замечая, я отошел в сторону; но присутствующие лакеи поступили совсем иначе: они подступили ближе, с одобрением посматривая на старого слугу.

XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Моккей ятлӑ улпутӑн Пилӗк тарҫӑ пулнӑ-мӗн, Халь улпут хӑй тарҫӑра, Чи-ра-ра, та-ра-ра!

У барина, у Мокея, Было пятеро лакеев, Ныне барин Мокей Сам таков же лакей!

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Вӗсемпе пӗрлех сӗтел хушшине пӗр тарҫӑпа тарҫӑ хӗрарӑм, ачи-пӑчисем пӗр пиллӗкӗн кӗрсе лараҫҫӗ.

Вместе с ними сидят: наймыт, да наймычка, да детей штук с пятеро.

IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ирхине сакӑр сехетре тарҫӑ ӗнер килнӗ ҫын патне пырса алӑка шаккарӗ — килнӗ ҫын сас памасть; тарҫӑ хытӑрах, питӗ хытӑ шаккарӗ — килнӗ ҫын ҫаплах чӗнмест.

Пришло утро; в восемь часов слуга постучался к вчерашнему приезжему — приезжий не подает голоса; слуга постучался сильнее, очень сильно — приезжий все не откликается.

I. Ухмах // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тарҫӑран та япӑхрах, теҫҫӗ: халӗ тарҫӑ та кун пек атӑ тӑхӑнмасть, кӗпине те кашни кун улӑштарать.

Хуже лакея, говорят: нынче и лакей этаких сапог не носит и рубашку каждый день меняет.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тен, тепӗр чухне, тарҫӑ е пӗр-пӗр хӗр тарҫӑ ҫеҫ, улпут ачи тарӑхтарнӑскерсем: — У, ашкӑнчӑк! Хӑҫан кайса ҫухалӑн эсӗ хӑвӑн нимӗҫӳ патне! — тесе мӑкӑртатса илеҫҫӗ пулӗ.

Разве только иногда слуга или девка, которым достанется за барчонка, проворчат: — У, баловень! Скоро ли провалишься к своему немцу?

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ӗлӗкхи тарҫӑ хӑй улпутне пурлӑха салатса ярасран е чарусӑрланасран чарни пулкаланӑ, Захар вара хӑйӗн тусӗсемпе пӗрле улпут шутӗнчен ӗҫме юратать; ӗлӗкхи тарҫӑ, кастарнӑ арҫын пекех, таса кӑмӑллӑ пулнӑ, ку вара шанчӑксӑр куммӑшӗ патне чупкалать.

Слуга старого времени удерживал, бывало, барина от расточительности и невоздержания, а Захар сам любил выпить с приятелями на барский счет; прежний слуга был целомудрен, как евнух, а этот все бегал к куме подозрительного свойства.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тарҫӑ ларчӑк ҫинчен сиксе анчӗ, кӳме алӑкне уҫрӗ, кӑшт тӑхтасан, шинеллӗ, шурӑ картуслӑ ҫамрӑк ҫын смотритель патне кӗрсе те тӑчӗ — ун хыҫҫӑн, ҫул ҫӳрекенӗн япалисене ҫӗклесе, тарҫӑ кӗчӗ.

Слуга соскочил с козел, отпер дверцы, и через минуту молодой человек в военной шинели и в белой фуражке вошел к смотрителю; вслед за ним слуга внес шкатулку.

XI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех