Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарҫинчен (тĕпĕ: тарҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сулахай ал туни ҫине уртса янӑ кукӑр туйипе шурӑ кӗпи ҫинчен ҫакнӑ «лӗпӗш» ҫеҫ ӑна хӑй тарҫинчен уйӑрать.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хуҫи мана ӑҫта тупни ҫинчен тарҫинчен тӗплӗ ыйтса пӗлсен, пирӗн патак пекех пысӑк улӑм пӗрчи татӑкне илчӗ те унпа ман сӑхман аркине уҫма тытӑнчӗ: ахӑр ку тумтире вӑл мана ҫуралнӑ чухнех ҫутҫанталӑк панӑ чӑн-чӑн тир тесе шутларӗ пулас.

Фермер, подробно расспросив своего работника, где он нашел меня, взял соломинку толщиною с трость и стал поднимать ею полы моего кафтана: очевидно, он думал, что это — нечто вроде шкурки, которой одарила меня природа.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Курӑнмасть-и-ха? — ыйтрӗ вӑл хӑйӗн ҫамрӑк та сарлака питлӗ, янахӗ ҫине шурӑрах сухал пӗрчисем мамӑкланса тухнӑ, пӗчӗк те тӗксӗм куҫлӑ тарҫинчен.

Не видать еще? — спрашивал он у своего слуги, молодого и щекастого малого с беловатым пухом на подбородке и маленькими тусклыми глазенками.

I // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

30. Филисти ҫулпуҫӗсем вӑрҫа тухсан, вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенченех Давид хӑйне Саулӑн мӗнпур тарҫинчен ӑслӑ-тӑнлӑрах кӑтартнӑ, унӑн ячӗ вара ҫав тери чапа тухнӑ.

30. И когда вожди Филистимские вышли на войну, Давид, с самого выхода их, действовал благоразумнее всех слуг Сауловых, и весьма прославилось имя его.

1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Вооз тырӑ выракансене пӑхса тӑракан тарҫинчен ыйтнӑ: ку ҫамрӑк хӗрарӑм ӑҫтискер? тенӗ.

5. И сказал Вооз слуге своему, приставленному к жнецам: чья это молодая женщина?

Руфь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех