Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарчӗ (тĕпĕ: тар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«…Светлана вӑрҫа тухса тарчӗ, — пӗлтерчӗҫ мана унӑн юлташӗсем.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Халь акӑ Мускава тухса тарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Эпир Бардин Алексей Семенович инженерпа чылайранпа законлӑ йӗркепе пурӑннӑ, анчах вӑл икӗ ҫул каярах манран тухса тарчӗ те пӗр ҫыру та, пӗр пус укҫа та ямасӑр пурӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Тарчӗ ман ҫын.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Михха каялла чакрӗ, чӑн та чиксе пӑрахасран хӑраса, пӳртрен тухса тарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тарӑхнипе туяпа хӑмсартӑм та, ашшӗсем патне тухса тарчӗ.

Куҫарса пулӑш

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Чее вара Хӗрӳ, — пуҫне пӑркаларӗ Хӗлимун, — япӑх чухне тарчӗ, халь ӗҫсем лайӑхланчӗҫ те — кунталла тапасшӑн.

Куҫарса пулӑш

34 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раманран вӗҫерӗнсе тарчӗ.

Куҫарса пулӑш

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Кам илсе тарчӗ ӑна хулана?

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ҫӳреҫҫӗ кунта кансӗрлесе, вакун тиеме ярап ак, ва-а-акун ти-и-е-ме! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ хӗр, унтан варт ҫаврӑнса пӑхрӗ те каялла хӑпарса тарчӗ.

Куҫарса пулӑш

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗрлӗ ҫӳҫлӗ кавалер, чӑннипех те хӑраса ӳкнӗскер, ҫаврӑнса пӑхмасӑр тарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗн тери ырлӑха ҫухатрӑм, мӗн тери хаваслӑх манран тарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ҫавӑнтах хуҫӑлакан типӗ туратсем шӑтӑртатни, чӗрӗ туратсем чӑштӑртатни илтӗнчӗ — Звягинцев тарчӗ

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ыраттарать, — терӗ те Тимка хӳме шӑтӑкӗнчен вӑшт кӑна тухса тарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса туйран таврӑннӑ чухне те унран тарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса йӑмрасем хушшине пытана-пытана тарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тихон Иванович ун хыҫҫӑн сирпӗнсе пыма пуҫланӑччӗ, виҫ-тӑватӑ арҫын утса килнине курчӗ те каялла кӗрсе тарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Лешӗ аяккалла тарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Анчах ман арӑмӑн еркӗнӗ, хамран виҫӗ хут тӗреклӗскер, вырӑн ҫинчен тӑрса мана пӗррех хӑлха чикки парса йӑвантарса ячӗ те тухса тарчӗ, эпӗ, хамӑн пуҫ ҫаврӑнма чарӑнсан, арӑм тенине унтан-кунтан кӑвакарткаланӑ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Питӗнчен юн тарчӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех