Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тархаслатчӗ (тĕпĕ: тархасла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Эх, — шухӑшларӑм эпӗ, — ахальтен мар ҫав Цесарский Ровнӑна кайса ҫӳрекен Кузнецовпа ытти разведчиксене хӑйне валли медицина инструменчӗсемпе элементсем тупса килме тархаслатчӗ

«Эх, — думалось мне, — недаром Цессарский так приставал к Кузнецову и другим разведчикам, ходившим в Ровно, чтобы они достали ему медицинские инструменты и лекарства!»

Икӗ операци // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

— Ан ухмахланӑр… — тесе тархаслатчӗ ӑна хуллен.

Просила его тихонько: — Не дурите…

VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Пучахӗ те сайра тупӑнчӗ: Хуркайӑк — хӑнӑхнӑран хӗрарӑмсем ӑна ҫаплах бригадир вырӑнне шутлатчӗҫ-ха — тыр-пул пухса кӗртнӗ вӑхӑтра хӑйӗн юлташӗсене: «Хӗрсем, хӗрарӑмсем, пӗр пучах та хирте ан хӑварӑр, — тесе тархаслатчӗ.

А они попадались редко: Журавушка, которую по привычке женщины считали своим бригадиром, просила, умоляла подруг во время летней страды: «Девчата, бабоньки, чтоб ни единого колоска не осталось на поле.

Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Григорий вара телейлӗн йӑлкӑшса кулатчӗ, Петрона каллех кӑрккалла кӑрӑклатма тилмӗретчӗ, кӑркка пусалӑхӗ, курӑк ӑшӗнче хӗҫтимӗр е ҫӗтӗк ҫитса йышши япала тупсан, мӗнле хыпӑнчӑклӑн кӑлтӑртатнине чӗлхипе туса кӑтартма тархаслатчӗ.

Тогда Григорий смеялся счастливым смехом, просил еще погутарить по-индюшиному, упрашивал показать, как озабоченно бормочет индюшиный выводок, обнаруживший в траве какой-нибудь посторонний предмет вроде жестянки или клочка материи…

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех