Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тархасласа (тĕпĕ: тархасла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах та эпӗ ӑна тархасласа тенӗ пекех ыйтрӑм, вара вӑл, пӗр вӑхӑт хушши чӗнмесӗр чӳречерен пӑхса ларнӑ хыҫҫӑн, ҫапла каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Мӗн те пулин ту ҫав кушака, Юркка, мӗн те пулин ту», — тесе тархасласа ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Иван, темле тархасласа ыйтсан та, пама килӗшмест.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Вӑл унтан тархасласа ҫич ураллӑ лашана хӑйне пама ыйтать.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Кӑмака хутса ячӗҫ, юмӑҫ пӗчӗкскере вут умӗнче тытса кӗлӗ каларӗ, пепкене вырӑн ҫине хучӗ, усал вӑйсене ҫырлахтарас тесе вут ҫине тӑвар сапрӗ, усалсене ачана чир-чӗртен, инкек-синкекрен хӑтарма тархасласа ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Фашистсене ҫеҫ ҫӗнтерме парӑр», — тархасласа ыйтать совет салтакӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак ҫӑткӑнсенчен хӑтарсам! — тархасласа хыттӑн ыйтрӗ вӑл, пӗр самантлӑха шӑпланчӗ, унтан сывлӑш ҫавӑрса ячӗ те пӗтӗм вӑйран кӑшкӑрчӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пуринчен ытла Ваҫилене тархасласа ыйтакан сӑрӑ-симӗс куҫсем тӗлӗнтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫилене чун кӗчӗ тейӗн, вӑл председатель ҫумнех пырса тӑчӗ те ун куҫӗсенчен тархасласа тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эй, Турӑ Амӑшӗ, хӳтӗлевҫӗ, тархасласа ыйтатӑп, виҫҫӗмӗш ывӑла та пулсан упрасам.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӗн-ха, тархасшӑн, ыратать-и, — куҫҫульне сӑмса тутрипе шӑлнӑ май тархасласа макӑрчӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Унтан вырӑн ҫине такам тӗртсе янӑ пек тӳнсе кайса кӗтесе хӗсӗнчӗ, хӑйӗн айӑпне туйса, айӑпа кӗнӗшӗн тем тӳсме-чӑтма та хатӗр пулса, йыснӑшӗ ҫине тилмӗрсе, тархасласа пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Валерия Ивановна ун ҫине «Тархасшӑн ярӑр» тенӗ пек, тархасласа пӑхрӗ, анчах аслӑ лейтенант Валерия Ивановнӑпа пӗрле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Ҫул ҫинче вӑйпута ҫапла ҫеҫ тархасласа ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Зина аппа темле тархасласа ыйтсан та, Вирнайнен ӳкӗте кӗмерӗ, ӗнене килкартинчен илсе тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Ӑҫта илсе каятӑр мана.! — чӗтревлӗ сассине хӑпартса илчӗ вӑл, унтан, ӑшши-пӑшши тархасласа машинана чарма йӑлӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис хӑй те сиссе юлаймарӗ — ҫӑлӑнӑҫ шыраса, тытамаклӑ, тархасласа йӑлӑнакан саспа кӑшкӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Хальлӗхе ял Советӗнчен тархасласа ыйтса илнӗ справка ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑш-пӗр хыр ҫинчи кӑштӑрмак хуҫӑк е хӑрӑк туратсем тархасласа пулӑшу ыйтакан алсене е масар ҫинчи ҫӗрӗшсе пусӑрӑннӑ кивӗ хӗрессене аса кӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тархасласа ыйтатӑп, кай часрах.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех