Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тартӑн (тĕпĕ: тарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Петрукран тартӑн иккен. Колхоз сурӑхӗсене пӑваканӗ эсехчӗ пуль-ха», — сасӑпах калаҫса илчӗ Откан, пуҫӗнчи ҫӗлӗкне хывса тӑхӑннӑ май.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эсӗ ма тартӑн тата?

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫӗркаҫ клубран мӗншӗн кӗнӗ-кӗменех тухса тартӑн?

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӗве хупнӑ ҫӗртен тартӑн та хӑтӑлтӑм тетӗн пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тартӑн эсӗ Таньӑран, суйса тухрӑн Аньӑран, мӑшкӑлларӑн Гальӑна, арӑм турӑн Ольӑна…

Куҫарса пулӑш

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Тепре пӑхать: ниҫта кайма ҫул хупӑ, умра саккун кӗнеки, унта ҫырнӑ ун пирки: «Тартӑн аҫу-аннӳнтен, тартӑн тӑван ял-йышран, улталарӑн пуҫлӑха, халь тарасшӑн уҫлӑха.

Куҫарса пулӑш

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

— Эсӗ мӗншӗн пире пӑрахса тартӑн?

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Эсӗ те пулин качча тухса тартӑн.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Чӑнах, Анук, ма тартӑн?

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тартӑн пуль унран?

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унти тиуна вӗлертӗн те таҫта тухса тартӑн.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Ӑҫта тартӑн, усал хӗр?

Куҫарса пулӑш

Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Кӗтӗн те Левентей пырса кӗрсенех тухса тартӑн

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эс паҫӑр ма ун пекех тартӑн? — терӗ вӑл каччӑ еннелле тепӗр утӑм туса.

Куҫарса пулӑш

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ӑҫта тухса тартӑн ырӑ ҫынсенчен?

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мӗнле тухса тартӑн тата?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Матрос сывлама чарӑнчӗ тейӗн, пӗлес килнӗн — шиклӗ куҫӗсемпе Тартӑн шухӑшлӑ сӑн-питӗнче кулӑ мӗлкине хыпашлать.

Матрос перестал дышать и любопытными, испуганными глазами нащупывал тень улыбки в сосредоточенном лице Тарта.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Блемер чӑтӑмсӑррӑн кӗтет, Тартӑн кӗре алли шомполпа хыттӑн ҫапа-ҫапа пульӑсене кӗртме пуҫласан асӑрхаттарса каларӗ:

Блемер нетерпеливо ждал и, когда смуглая рука Тарта начала забивать пулю, звонко ударяя шомполом в ее невидимую поверхность, заметил:

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Эпӗ: «Тӑхтӑр-ха, — тетӗп, — епле-ха апла? Тартӑн шлюпка ҫук… Шлюпкӑсӑр мӗнле-ха», — тетӗп.

А я говорю: — «Постойте, как же так? У Тарта нет шлюпки… Да, — говорю я, шлюпки у него нет…»

I. Пӗри ҫук // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Эсӗ ма тартӑн вара?

А почему сбежал?

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех