Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарнӑскер (тĕпĕ: тар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пит ҫӑмартийӗнчен ҫырла сӑнӗ тарнӑскер тӑна ниепле те час кӗреймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Алвиш — чура сутуҫин унчченхи агенчӗ, Луанда тӗрминчен тарнӑскер, нимӗн чухлӗ те улшӑнман, урӑхла каласан, вӑл яланхи пекех хуть мӗнле тискер ӗҫ тума та хатӗр.

Бывший агент работорговца Алвиша, бежавший из каторжной тюрьмы в Луанде, нисколько не изменился, то есть по-прежнему был готов на любое преступление.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Мӗнле пӗлтертӗр-ха вӑл, тухса тарнӑскер?

— Как же он может донести, ведь он убежал?

Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Выборг Енче, йывӑҫ тротуарлӑ, чул сарман урамсенче, вӗлтрен хупласа илнӗ канавсенче лӑпкӑ та шӑп; унта хӳме ҫумӗнче пӗр-пӗр качака, вӗренне татса тарнӑскер, тимлесех курӑк ҫиет е сӗнксе тӗлӗрет; кӑнтӑрла ҫитсен писарь капӑр, ҫӳлӗ кӗлеллӗ пушмаксемпе шаклаттарса иртет, ҫӳхе чӳрече карри сирӗлет те, чечек хыҫӗнчен чиновница пӑхса илет е сад хӳми ҫийӗн хӗрлӗ питлӗ хӗр сӑнӗ самантлӑха курӑнать те ҫухалать, ун хыҫҫӑн тата ҫавнашкал тепӗр сӑн курӑнать те ҫавнашкалах ҫухалать, вара каллех пӗр сӑнӗ хыҫҫӑн тепри курӑнать; чуччу ярӑнакан хӗрсем ҫуйӑхни, ахӑлтатса кулни илтӗнсе каять.

Мир и тишина покоятся над Выборгской стороной, над ее немощеными улицами, деревянными тротуарами, над тощими садами, над заросшими крапивой канавами, где под забором какая-нибудь коза, с оборванной веревкой на шее, прилежно щиплет траву или дремлет тупо, да в полдень простучат щегольские, высокие каблуки прошедшего по тротуару писаря, зашевелится кисейная занавеска в окошке и из-за ерани выглянет чиновница, или вдруг над забором, в саду, мгновенно выскочит и в ту ж минуту спрячется свежее лицо девушки, вслед за ним выскочит другое такое же лицо и также исчезнет, потом явится опять первое и сменится вторым; раздается визг и хохот качающихся на качелях девушек.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пӗрремӗшӗ (эпӗ ӑна каярах пӗлтӗм) таркӑн капрал Бе-лобородов иккен, иккӗмӗшӗ — Афанасий Соколов (ӑна Хлопуша тесе чӗннӗ), Сибирь рудникӗсенчен виҫӗ хут тарнӑскер, унта пуҫӗпех янӑскер пулнӑ.

Первый (как узнал я после) был беглый капрал Белобородов; второй — Афанасий Соколов (прозванный Хлопушей), ссыльный преступник, три раза бежавший из сибирских рудников.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Сӗчӗ вӗреме кӗрсе йӑлтах пӑсланса пӗтнӗ, тимӗр чашӑкӗнчен тухса тарнӑскер ҫулӑма сӳнтернӗ, чашӑкра та, газ плити ҫинче те ҫунӑк йӗрӗсем кӗҫ-вӗҫ ҫак хваттерте хӑрушӑ синкер пулма пултарнине ӗнентерсе тӑраҫҫӗ.

Молоко все выкипело, убежав из чашки потушило газ, и молочные черно-пречерные следы сейчас показывали какая катастрофа могла произойти в этой квартире.

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех