Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тараҫҫӗ (тĕпĕ: тар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ытти керешекенсем мӗн пӑхса тараҫҫӗ?!

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кусем тӗрткелешме-ҫапӑҫма тытӑнсан пассажирсем автобусран тухса тараҫҫӗ, ОМОНа чӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Хӑрушлӑх-мӗн пулсан, тӑшман патӗнчен ҫил пек пӑрахса тараҫҫӗ.

В случае опасности с быстротой вихря уносятся от врага.

Африкӑри саванна тӑрӑх ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫыран ҫинелле симӗс-кӑвак тӗслӗ хумсем шавласа чупса хӑпара-хӑпара каяҫҫӗ те хуллен кӗрлесе каялла тараҫҫӗ.

На берег с шумом взбегали зеленовато-голубые волны и с тихим рокотом убегали назад.

Тинӗс // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Мӑк ҫинче шур ҫырлин (клюквӑн) эрешле турачӗсем сарӑлса тараҫҫӗ, турачӗсем ҫинче хӗп-хӗрлӗ шултӑра ҫырлисем пур.

А на мху стелются узорные веточки клюквы с крупными красными ягодами.

Шурлӑх // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӑтӑр ҫиччӗмӗш ҫулпа аллӑ улттӑмӗш ҫул пӗр-пӗринчен пӗлӗтпе ҫӗр уйрӑлса тӑнӑ пекех уйрӑлса тараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Шыв тараканӗсем йӑр та йӑр ише-ише хӗрсенчен тараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑхӑтлӑха кунтӑк ӑшне хупнӑ шӑши ҫурисем ӑна кӑшласа шӑтӑк тӑваҫҫӗ те тараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юмаха ушкӑнпа вуларӗҫ // Чӑваш кӗнеке издательстви. https://vk.com/id391792345?w=wall391792345_4789

— Ҫавӑнпа тараҫҫӗ, — ҫирӗппӗнрех каласа хутӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ҫавӑнпах тараҫҫӗ тетӗн-ха? — ахӑртнех, ҫакна халиччен пачах та чухламаннипе мар, кун пирки пуҫ тавра лайӑхрах шухӑшлама тытӑннипе хуллен ыйтрӗ Турунов.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫав савӑнӑҫ ҫукран, творчествӑллӑ ӗҫлеме май ҫукран тараҫҫӗ те ҫынсем бригадӑран.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫынӑнне чӑматан илсе тараҫҫӗ, унта, ахӑртнех, япаласем те пулнӑ пуль-ха, анчах вӑл ун пирки пӗртте хыпӑнмасть, милицие те пӗлтермест…

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ҫав хушӑрах такам сас кӑларса ячӗ: Овчинникова вӗлернӗ, пурте тараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑна курса хӗнекеннисем тараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс учитель // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Ҫук ҫав, Полина, хӗрсем паллашнӑ-паллашман качча тухса тараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Халь, космос ӗмӗрӗнче, урапапа туя ҫӳремеҫҫӗ пулӗ ӗнтӗ, пӑхсан сӑн курӑнакан йӑлтӑр-йӑлтӑр «Волгӑпа» хӗрсене ларта-ларта тараҫҫӗ, — сайрарах шурӑ шӑлӗсене илемлӗн кӑтартса кулса ячӗ Галя.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Эпӗ вӗсен ҫывӑхнерех пырасшӑн, а вӗсем — тараҫҫӗ манран.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Куҫа хытӑ пӑчӑртаса хупсан та, унӑн манран пулӑшу кӗтсе шанса пӑхакан куҫӗсем умрах тараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӑш-пӗр ҫынсем ухмах ҫӳҫ пӗрчисем ӑслӑ пуҫа пӑрахса тараҫҫӗ, текелесе шӳтлеҫҫӗ, эпӗ: ӑслӑ ҫӳҫ пӗрчисем ухмах пуҫран тараҫҫӗ, тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Ӑна пусмӑрлама ятарласа пынӑ Хӗлип еверлӗ пуҫ касакансем-уголовниксем Анук сирпӗтекен юнран хӑраса тухса тараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех