Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ку вӑл ҫутҫанталӑкпа цивилизаци тарасине епле те пулсан пӗр шайра тытасчӗ тесе йышӑннӑ пин мерӑсенчен пӗри пулӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
— Ну, Михаил Кондратыч, кӑларса ывӑт хӑвӑн аслаҫусен тарасине.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Пӗр тараса валли 11 ункӑ, иккӗмӗш тарасине 12, виҫҫӗмӗш тарасине 10 ункӑ вырнаҫтарнӑ.
Виҫӗ ҫӗнӗ тарасаллӑ пултӑмӑр // А.АЛЕКСАНДРОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2021.08.20, http://gazeta1931.ru/gazeta/8031-khal-khran-ta-numaj-kilet-32
Икӗ татӑка тараса чашӑкӗсем ҫине хурса, тарасине ҫӗклерӗ.
Йытӑ, кушак тата упӑте ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Лаша вити кӗтессине снаряд татса сирпӗтнӗ, иккӗмӗш снаряд, ҫӑл пурине ишӗлтерсе, пусӑ тарасине ҫурмалла хуҫса, тарӑн мар ҫаврака шӑтӑк алтса хӑварнӑ.
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Алексеевӑн ҫирӗп аргуменчӗсене хирӗҫ калама нимӗн те юлман темелле ӗнтӗ, анчах Лукомский сӑмах илет те икӗ тӗрлӗ шухӑшсен тарасине пӗр шая ҫитерсе лартать.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ун чухне, тен, пахча леш енчи пӗренерен тунӑ сӑрламан пӳрте лайӑхрах курма пулнӑ пулӗччӗ, унти крыльцана, картишӗнчи ҫӳлӗ пус тарасине лайӑх курнӑ пулӑттӑм, тен.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1