Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарана (тĕпĕ: таран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Актай ҫак тарана ҫитсе те юнашар ларса вӗренекен ачасене хак пама пӗлмен!

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ку тарана ҫитсе те ӑна никам та чӗлӗм туртма сӗнмен.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Анук ку тарана ҫитсе те кунашкал чаплӑ кил-ҫурт курманччӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӳлӗхҫӗ пӗлет, эпӗ ку тарана ҫитсе никама та улталаса курман.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурӗпӗр ку тарана ҫитсе хуҫалӑха тыт-калама тивмен ӑна.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ ҫак тарана ҫитсе те Энӗшкассинчен инҫех мар асамлӑ хунар пуррине пӗлеймен».

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку тарана ҫитсе те хӑйне ҫӗнтернине курманччӗ-ха вӑл.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Атӑл хӗрринче ҫуралса ӳссе ҫак тарана ҫитсе те пӑрахут ҫине ларса курманччӗ-ха Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйӗн, авӑ, виҫӗ каччӑпа та ҫак тарана ҫитсе те ҫемьеленесси пулмарӗ…

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Тен вӑл мӑшӑрланнӑ ку тарана ҫитсе.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Эпӗ ҫак тарана ҫитсе те учительсем ытти ҫынсем пирки сӑмах сараҫҫӗ тесе шутламан, — сассине хӑпартса хыттӑн тӑсарах каларӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Хӑйне тытма пӗлекен те шанакан ҫынна ку тарана ҫитсе никама та пӑсӑк туман вӗсем.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Пулать вӗт ҫӗр ҫинче ӗненмелле мар япала, — сӑмах хушрӗ ҫитмӗлтен иртнӗ Кавӗрле мучи, — ҫак тарана ҫити пурӑнса та илтмен кун пеккине.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

— Уҫик суйнине-улталанине ҫак тарана ҫитсе илтмен-курман.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ҫапах ҫав шыва ӗҫнӗ хыҫҫӑн ӳслӗк ернӗ ҫын ҫак тарана ҫитсе пулман теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Арихов кирек-мӗнле лару-тӑрура та хӑйне яланах лӑпкӑ тытма тӑрӑшаканскер, унӑн ҫакӑн пек ҫилӗллӗ те хаяр сасӑ пулнине ку тарана ҫитсе хӑй те пӗлмен.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

— Ҫак тарана ҫитсе пӗр кун хаҫатра ӗҫлемен те ыйту-сӗнӳ шиклӗх ҫуратать.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

— Вӑл ҫак тарана ҫитсе кирек-ӑҫта ӗҫлесе унӑн тути-масине пӗлнӗ-туйнӑ пулсан, тепӗр май.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӗр ҫак тарана илтмен-пӗлмен машинӑсене курса тӗлӗнчӗ: ҫиччӗмӗш хутра ҫӳлелли хутсене пысӑк пӑрӑхпа бетон хӑпартакан насус ларать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑл мӗн, ҫак тарана ҫити пӗр пӗччен хула урамӗсем тӑрӑх йытӑ хӑваласа ҫӳрет-им?

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех