Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тапратмаҫҫӗ (тĕпĕ: тапрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хальхинче вӑл ҫакна курать-ха: унӑн мӗнпур тусӗсем, хӑрах куҫпа хӗрсе кайсах калаҫнине пула, ун ҫинчен маннӑ, — нихӑшӗ те ӑна асӑрхамаҫҫӗ, сӑмах тапратмаҫҫӗ.

Сейчас он видел, что все друзья, увлечённые беседою с кривым, забыли о нём, — никто не замечает его, не заговаривает с ним.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Инкек пулнӑранпа нумай вӑхӑт иртнӗ пулсан, ун ҫинчен калаҫса чӗрене тепӗр хут тапратмаҫҫӗ.

Если со времени несчастья прошло определенное время, о случившемся стараются не напоминать, чтобы не причинять человеку новую боль.

7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Чирлӗ ҫын пӳлӗмӗнче вилӗм пирки сӑмах тапратмаҫҫӗ.

В комнате больного не говорят о смерти.

3. Калаҫу культури // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Тӑварлӑ кӳлӗ патӗнче тутарсен ордипе икӗ кун хушши пӗр чарӑнмасӑр ҫапӑҫни ҫинчен те сӑмах тапратмаҫҫӗ.

Ни о том, как два дни билась при Соленом озере орда.

II // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех